Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Смотр-конкурс пырать

Ял хуçалăх техникине упрас, машина-трактор паркĕсенче йĕрке тăвас, инженери культурине ÿстерес, техникăна упрама, пăхса тăма пурлăх базине вăйлатас, мĕн пур техникăна ГОСТа пăхăнса упранине контрольлес тĕллевпе ял хуçалăх предприятийĕсенче тата хресчен-фермер хуçалăхĕсенче смотр-конкурс ирттерме палăртрăмăр.

Район администрацийĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн смотр-конкурс октябрĕн 6-23-мĕшĕсенче иртет. Ку енĕпе ĕçлеме комисси йĕркеленĕ. Унăн председателĕ - район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Анатолий Прохоров.

Районта техникăна хĕл каçарма вырнаçтарса лартас енĕпе ĕçсем сарăлсах пыраççĕ. «Новый путь», «Правда», «Алмаз» хуçалăхсем иртнĕ çул ку енĕпе мала тухса хаклă парнесене тивĕçнĕччĕ. Вĕсем халĕ те техника ĕмĕрĕ вăрăм пултăр тесе тăрăшаççĕ. Писĕп ялĕнчи А.Харитонов хресчен-фермер та ĕçе ăнăçлă пуçларĕ. Пĕтĕм техникăна ГОСТа пăхăнса вырнаçтарса лартма, упрама тĕллев лартрĕ.

Смотр-конкурсра мала тухнисене районти ял хуçалăхĕпе продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен уявĕнче чыслĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 октября 2015
10:00
Поделиться
;