Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕчĕккисене те кĕнекепе туслаштаратпăр

Чăваш Республикинчи ачасемпе çамрăксен библиотекин пуçарăвĕпе октябрĕн 13-15-мĕшĕсенче «Чăваш Ен 21-мĕш ĕмĕр - ПУРТЕ вулатпăр!» çулленхи фестиваль иртрĕ. Асăннă мероприяти октябрĕн 13-мĕшĕнче «Сасăпа вуламалли кун» республика акцийĕпе пуçланчĕ. Юнтапа библиотеки те асăннă акцие хаваспах хутшăнчĕ. Чи пĕчĕккисемпе «Эпĕ ку кĕнекесене вуланă» литература викторини ирттертĕмĕр, ачасене валли çырнă çыравçăсен кĕнекисене тишкертĕмĕр. Çавăн пекех вулавăшра Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă, «Вулав валли 100 кĕнеке» проектĕнчи çĕнĕ кĕнекесенчен «Ачасен патшалăхĕ» тата «Пурнăç пуласлăхĕ ачасенче» куравсем хатĕрленĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 октября 2015
14:17
Поделиться
;