Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Нумай функциллĕ центрта - тĕрлĕ пулăшу

Районти нумай функциллĕ центрта муниципалитетăн - 48, федерацин - 43, республикăн 71 пулăшăвĕпе усă курма май пур.

Кăçалхи 10 уйăхра нумай функциллĕ центра 3996 çын заявлени çырса панă, вĕсенчен 3165-шĕ - пулăшу ыйтма, 835-шĕ - консультаци илме. Çынсене ытларах федераци пулăшăвĕнчен куçман пурлăха регистрацилесси, патшалăх кадастр учетĕнчен сведенисем илесси, пурăнмалли вырăнта учета тăрассипе унран тухасси интереслентерет. Муниципалитет пулăшăвĕсенчен кил-çурт çавăрма ирĕк илессипе, çĕр участокĕсен планне йĕркене кĕртессипе çыхăннă ыйтусем канăç памаççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 ноября 2015
10:46
Поделиться
;