Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Акцие кашниех хутшăнма пултарать

Пĕтĕм тĕнчери Ачасен кунне халалласа ноябрĕн 10-20-мĕшĕсенче Чăваш Республикинче «Ачасем тата çемье» акци иртет. Ăна йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесене пулăшас тĕллевпе йĕркелеççĕ.

Асăннă тапхăрта район администрацийĕн çула çитменнисен комиссийĕнчи профилактика субъекчĕсем тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Районти полици пайĕнче тата çÿлерех палăртнă комиссинче сăнавра тăракан çемьесенче пулаççĕ, право йĕркине пăснă ачасемпе калаçусем ирттереççĕ. Çавăн пекех вĕренÿ учрежденийĕсенче хаваслă стартсем иртеççĕ. Библиотекăсенче çемье пĕлтерĕшне палăртакан, ачасене воспитани парассипе кĕнеке куравĕсем ĕçлеççĕ. Çынсене социаллă пулăшу паракан центр вара япăх условисенче пурăнакан çемьесене валли ачисенчен пĕчĕкленсе юлнă лайăх япаласене йышăнать. «Ачасем тата çемье» акцие районти мĕнпур çынна хутшăнма сĕнес килет.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
13 ноября 2015
15:00
Поделиться
;