Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ларура - тирпей-илем ыйтăвĕ

Ноябрĕн 11-мĕшĕнче район администрацийĕ çумĕн-чи административлă комиссин ларăвĕ иртрĕ. Унта районти полици уйрăмĕ тăратнă административлă майпа йĕркене пăснă 4 протокола пăхса тухрĕç.

Материалсенче урамри тасалăхпа тирпейлĕх ыйтăвне хускатнă. Урамсенче строительство материалĕсем выртнине, йытăсем чупса çÿренине тишкерчĕç. «Чăваш Республикинче административлă майпа йĕркене пăсни çинчен» калакан саккунпа килĕшÿллĕн йĕркене пăснă çынсене те асăрхаттарчĕç. Комисси членĕсем çитес çул Республика кунĕ пирĕн районта пулнине шута илсе малашне урамсене тирпейлĕхре тытмаллине каларĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
13 ноября 2015
15:01
Поделиться
;