Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Сывлăх - чи хаклă пуянлăх

Ноябрĕн 13-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери куç курманнисен кунĕ. Ăна куç курман çынсен пурнăçĕнчи йывăрлăхсем пирки ыттисем те шухăшлаччăр, ырă кăмăллă пулччăр тесе паллă тăваççĕ. Кашниех урамра куç курман е япăх куракан çынна тĕл пулма пултарать. Вĕсене ыттисенчен хура куçлăх тăхăннинчен е аллине шурă туя тытнинчен уйăрса илме пулать.

Шурă туя историйĕ вара 1921 çултанах пуçланса кайнă. Çамрăклах куçсăр тăрса юлнă акăлчан çынни Джеймс Бигс ытти çынсенчен уйрăмрах пулас тесе хăйĕн туйине шурă тĕспе сăрланă, куç курман çынсене те çапла тума сĕннĕ. Тепĕр вунă çултан ыр кăмăллăх организацийĕсем Англири куç курман çынсене шурă туяпа тивĕçтерме тытăннă. 1984 çултан куç курманнисен кунне французсен паллă педагогне Валентин Гаюине асăнса паллă тума йышăннă. Пирĕн çĕршывра шурă туя кунне 1987 çултанпа паллă тăваççĕ.

Кăçалхи апрель уйăхĕнче Пĕтĕм тĕнчери куç курманнисен обществине туса хунăранпа - 90, унăн Чăваш Енри организацийĕ йĕркеленнĕренпе 85 çул çитнине паллă турĕç. Районти инвалидсен обществи те куç курманнисем умне тухса тăракан йывăрлăхсене ирттерсе яма, пурнăçри тĕрлĕрен нушана çĕнтерме майсем туса пама тăрăшать.

Элĕкри тĕп больницăра офтальмологра тăрăшакан Татьяна Федорова каланă тăрăх, учетра 5 суккăр çын тăрать, вĕсен йышĕнче ача та пур. Çавăн пекех учетра пĕр куçпа кăна куракансем 22-ĕн шутланаççĕ. «Хăйсем тĕллĕн тухтăр патне килменнисем те пур-ха. Тĕрлĕ сăлтава пула куç вичкĕнлĕхне çухатнă е пачах курми пулнă çынсем инвалидность илеççĕ. Ял тăрăхĕсем, Пенси фончĕ, социаллă хÿтлĕх пайĕн специалисчĕсем, вырăнти инвалидсен обществи, тухтăрсемпе культура ĕçченĕ-сем вĕсемпе тĕрлĕ тĕлпулу ирттереççĕ, хевтесĕррисене тивĕçлĕ пулăшу парассинчен нихăçан та пăрăнмаççĕ. Халĕ куç курманнисем ыттисемпе танах кĕнеке-журнал вулаççĕ. Библиотекăсенче вĕсене валли ятарлă «калаçакан кĕнеке» тата «Брайль тексчĕ» пур», - каласа парать тухтăр.

Татьяна Федорова глаукомăпа чирлекенсен йышĕ ÿссе пынине палăртрĕ. Чир тĕсне, сăлтавне, йывăрлăхне кура куçа шĕвекпе, эмелпе, лазерлă тата йăлана кĕнĕ хирурги мелĕсемпе сиплеççĕ. Асăннă сиплев мелĕсен тĕллевĕ - куçа пач курми пуласран упраса хăварасси. Глаукомăна вăхăтра палăртса сиплеме пултăр тесен куçсене офтальмолог патĕнче вăхăтра тĕрĕслесе, куç пусăмне тĕрĕслесе тăмаллине нумайăшĕ пĕлет пулсан та тухтăр патне килме васкамасть-ха. Татьяна Федорова катарактăпа чирлекенсем пуррине те асăнчĕ. «Вăл мĕнле аталаннине пĕлме йывăр. Куç ыратмасть, анчах та чирлеме пуçласан вăл япăхрах курма пуçлать, пленка витĕр пăхнăн туйăнать. Вăл хăй тĕллĕн иртсе каймасть, çавăнпа та тÿрех сипленме тытăнмалла», - ăнлантарса пачĕ вăл.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
13 ноября 2015
15:04
Поделиться
;