Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Православи куравĕ пулать

Пĕтĕм тĕнчери православи курав-ярмăркки «От покояния к воскресению России» ятпа ноябрĕн 19-24-мĕшĕсенче Шупашкар хулинче «МТВ-Центр» суту-илÿ комплексĕнче иртет. Курав-ярмăркка тĕллевĕ - халăха православи пуянлăхĕпе паллаштарасси. Ăна уçнă лапама Сергий Радонежский Преподобнăй турăшне вырнаçтараççĕ. Курав экспоначĕсем хушшинче - чиркÿ япалисем, ювелир изделийĕсем, сывлăхшăн усăллă апат-çимĕç, таварсем тата ыттисем те. Кулленех пачăшкăсемпе уйрăм калаçусем иртĕç. Православи фильмĕсене пăхма, пултарулăх коллективĕсен юрри-ташшине курма пулĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 ноября 2015
16:08
Поделиться
;