Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ача садĕнчи апат пахалăхĕ хакран та килет

Ноябрĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче ачасен садиксенчи апатланăвĕшĕн ашшĕ-амăшĕ хывакан тÿлев виçине пăхса тухнă. Чăваш Республикин вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов журналистсен ыйтăвĕсем çине хуравланă.

Владимир Николаевич палăртнă тăрăх, ача садĕнчи апат пахалăхне шута илмелле. «Енчен те ача садикре 3-5 сехет кăна пулать пулсан 54 тенкĕрен ытла тÿлемелле мар. Шăпăрлан кĕскетнĕ кун йĕркипе ача садне çÿресен (8-10 сехет) апатланушăн 93 тенкĕ, 12 сехет пулсан 115 тенкĕ тÿлемелле пулать. Хака çак виçесенчен пĕчĕкрех туна апат пахалăхĕ тĕлĕшпе иккĕленÿ çуратать», - тенĕ вăл.

Министр хака чи пысăк виçерен ирттерсе ямалла маррине, ăна малашне сăнаса тăрассине палăртнă. Аса илтеретпĕр, ашшĕ-амăшĕ тÿлекен виçене ачан апатланăвĕпе хуçалăхпа йăла ыйтăвĕсем те кĕреççĕ. Хака пĕчĕклетме пулать, анчах та республика Правительстви йышăннă виçерен ытла хаклатма юрамасть.

Эдуард Николаев, район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕ:

Паянхи кун тĕлне районта шкул çумĕнчи хушма ушкăнсенче ачана пăхса тăнăшăн 57 тенкĕ тÿлеççĕ пулсан, ача сачĕсенче вăл 65 тенкĕпе танлашать. Декабрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ашшĕ-амăшĕн ачана садике янăшăн кăшт ытларах тÿлеме тивет, анчах та çак хак республика Правительстви палăртнă виçерен пысăкрах пулмасть.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 ноября 2015
08:22
Поделиться
;