Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Библиотека пурне те пĕрлештерет

Этем тавралла чунсăрри нимĕн те çук. Ăна пуянлатаканни вара - литературăпа культура. Унта профессиллĕ ÿнер те, халăх пултарулăхĕ те кĕрет.

Библиотекăра 2003 çултанпа «Чăваш чунне - тăван сăмах» краеведени кĕтесĕ ĕçлет. Унта пур справкăпа библиографи аппарачĕ вырнаçнă. Краеведени материалĕсемпе паллашмасăр май çук. Вĕсем содержанийĕпе пуян тата интереслĕ. Хальхи вăхăтра унти экспонатсемпе вĕренекенсем уроксене хатĕрленнĕ чухне усă кураççĕ. Кунта чăваш халăх çыравçисен, таврапĕлÿçисен, халăх маçтăрĕсен пултарулăхĕпе те паллашма пулать.

Авалах халăхра ăслă, анлă тавракурăмлă, ырă чунлă меценатсем пулнă. Вĕсем библиотекăсене хăйсем пухса пынă кĕнеке-журнала, уйрăм пичет кăларăмĕсене парнеленĕ. Çак чылай вулавăша ура çине тăрса аталанма пулăшнă. Çирĕккассинче пурăнакан Ольга Трофимовна Трофимова та ырă, пысăк чун-чĕреллĕ çын. Вăл Мăн Вылă ял библиотекине 9 кĕнеке парнеленĕ. Ольга Трофимова хăй те библиотекăн хастар вулаканĕ.

Августина ВАСИЛЬЕВА, Мăн Вылă шкулĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 ноября 2015
08:20
Поделиться
;