Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ларура - финанс ыйтăвĕсем

Ноябрĕн 17-мĕшĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ 3-мĕш ларăвĕ иртрĕ. Кунта 5 ыйту пăхса тухрĕç. Пĕрремĕш ыйтупа район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Надежда Павлова кăçалхи 3 уйăхра район бюджетне пурнăçлани çинчен каласа пачĕ. Çак тапхăрта район бюджечĕн тупăш пайĕ 274310,8 пин тенкĕпе танлашнă. Ку çулталăкра пăхнин 75,1 проценчĕ. Вĕсенчен налук тата налук мар тупăш пайĕ 30843,1 пин тенкĕ, тĕрлĕ бюджетсенчен килекен тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ - 243467,7 пин тенкĕ.

9 уйăхра тăкак калăпăшĕ 255211,9 пин тенкĕпе танлашнă (çулталăкра пăхнин 69,2 проценчĕ). Вĕсенчен 52,3 проценчĕ е 133666,6 пин тенкĕ вĕренÿ çине кайнă, наци экономикине - 10,5 процент е 26720,4 пин тенкĕ, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха - 15,2 процент е 38866,7 пин тенкĕ, культурăна - 4,3 процент е 11026,9 пин тенкĕ.

Депутатсем Элĕкри территори суйлав комиссийĕн финанс отчетне çирĕплетрĕç. Отчетра 2015 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче Элĕк районĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавне хатĕрленме тата ирттерме уйăрнă тăкаксене кăтартнă.

Ларура халăх суйлавçисем Элĕк районĕн куçса çÿрекен пурлăхне Шĕмшеш тата Элĕк ял тăрăхĕсен муниципалитет харпăрлăхне пама йышăнчĕç. Çавăн пекех награда материалне те пăхса тухрĕç.

Марина ЛЕОНТЬЕВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 ноября 2015
08:11
Поделиться
;