Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ачасен прависене тишкернĕ

Ноябрĕн 20-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри ачасене право пулăшăвĕ памалли кун Элĕкри ачасен библиотекинче «Çула çитменнисен прависемпе тивĕçĕсем» темăпа Элĕк вăтам шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекенсемпе лекци иртрĕ. Вĕсен йышĕнче право хуралĕн, прокуратура ĕçченĕсем, район больницин тухтăр-наркологĕ, ачасен прависемпе ĕçлекен уполномоченнăй, опекăпа попечительство органĕн специалисчĕ пулчĕç. Лекци вăхăтĕнче вĕсем çула çитменнисене ачасен прависене хÿтĕлессипе тата право пулăшăвĕ парассипе çыхăннă ыйтусем тавра калаçрĕç. Унта район администрацийĕн çула çитменнисемпе вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссин право субъекчĕсем хутшăнчĕç. Вĕсем шкул ачисене паянхи кун Интернет, эрех-сăра, наркотикла хатĕрсем, кальян туртни мĕнле сиен кÿни çинчен каласа пачĕç. Саккуна пăсни малашлăхра пурнăç çине мĕнле витĕм кÿнине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç. Библиотека ĕçченĕсем те çула çитменнисене валли «Право пĕлĕвĕн çĕршывĕ» кĕнеке куравĕ хатĕрленĕ, «Ачасен прави, опека тата попечительство», «0-рен пуçласа 18-а çити: санăн правусемпе тивĕçÿсем» тата ытти буклетсем хатĕрленĕ. Асăннă мероприятие 50 çынна яхăн хутшăннă, кашниех хăйне пăшăрхантаракан ыйту панă.

Çавăн пекех ноябрĕн 20-мĕшĕнче Тавăт вăтам шкулĕнче 1-мĕш - 4-мĕш классем хушшинче «Хаваслă стартсем» спорт уявĕ иртнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 ноября 2015
09:46
Поделиться
;