Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кальян туртни сывлăха сиен кÿрет

Ноябрĕн 10-мĕшĕнче республикăра кальян туртакансен сывлăхне сыхлассипе уйăхлăх старт илчĕ. Вăл декабрĕн 10-мĕшĕччен иртĕ. Çакна тĕпе хурса Чăваш Енре ятарлă видеоканашлу йĕркеленĕ. Унта власть органĕсемпе муниципалитет представителĕсем, тухтăрсем хутшăннă. Канашлура кальяна хирĕç мĕнле кĕрешмеллине, республикăра мĕнле мероприятисем ирттермеллине пăхса тухнă. «Сывă Чăваш Ен» медицина порталĕнчи социологи ыйтăмĕн пĕтĕмлетĕвĕпе 200 респондентран 25,8 проценчĕ кальян, 13,7 проценчĕ пирус туртаççĕ. Нумайăшĕ кальян сывлăхшăн сиенлĕ мар тесе шутлать.

Юлашки вăхăтра республикăра кальян туртакансем йышланчĕç. Çак наркăмăша пирĕн районта та хапăлласах йышăннине социаллă сетьсенче курма тата вулама пулать. Халĕ укçа  тÿлесен кĕске вăхăтрах çак наркăмăшлă япалана Элĕке çитерсе параççĕ иккен. Туртакансем вара нумай.

Кальян сывлăхшăн питĕ сиенлĕ пулни пирки тавçăрмаççĕ те пулас. Кальян пăрăхне çăвара хыпни мĕнпе сиен кÿме пултарать; «Кальян табакĕнче никотин пур. Ăна вара хăнăхма пулать. Унсăр пуçне кальян табакĕнче тĕрлĕ сăмала, сĕрĕм газĕ, формальдегид, йывăр металсен тăварĕсем тата ытти сиенлĕ хутăшсем пур. Чи малтан кальян кăна туртнă çынсем пирус туртма пуçлаççĕ, хăшĕсем вара наркотиксем çине куçаççĕ. Пĕр сехет кальян туртнă çын 100-200 пирус чухлĕ табак тĕтĕмне çăтать», - каласа пачĕ районти тĕп больницăн врач-наркологĕ Галина Степанова.

Вăл каланă тăрăх, пĕр пирус туртсан çын ÿпки витĕр 500 мл тĕтĕм тухать, кальян туртнă хыççăн вара - 10 литра яхăн. Кальян туртни ÿпке ракĕ патне илсе çитерме пултарать. Енчен те çемьере упăшкипе арăмĕ кальян туртаççĕ пулсан, вĕсен ачи патологипе çуралма тата ача пачах пулмасан та пултарать. Кальян туртни генсен шайĕнче те сиен кÿрет, çавăнпа та ачасем кăна мар, мăнуксемпе кĕçĕн мăнуксем те чирлес хăрушлăх пур. Чĕре чирĕсем, ÿпке туберкулезĕ, ВИЧ-инфекци - çак хăрушă чирсем те кальян туртнăран пуçланма пултараççĕ. Галина Степановна шухăшласа пăхма сĕнет, самантлăх киленÿшĕн сывлăха сиен кÿресси çинчен шухăшласа пăхма чĕнет.

Халĕ Шупашкарта уçăлса çÿренĕ чухне «Кальянная» тата ытти çавăн евĕр лавккасем час-часах куç тĕлне пулаççĕ. Кафе-ресторанта та сĕтел çинче кальян курма пулать. Унти табак тĕтĕмĕ колбăри шĕвек урлă сивĕнсе, тутлă шăршăллă пулса тухать. Кальян туртасси çамрăксем хушшинче анлă сарăлчĕ. Пытарма кирлĕ мар, хĕрсем те çак наркăмăша тытса курасшăн çунаççĕ. Ăна туртни пирусран усăллăрах тесе хăйсем еплерех йăнăшнине ăнкармаççĕ те вĕсем, кальян пăрăхне алла тытса сăн ÿкерĕнеççĕ те килĕшÿлĕх пирки манса социаллă сетьсене вырнаçтараççĕ.

Уйăхлăх вăхăтĕнче пирĕн районта та тĕрлĕ мероприяти ирттерме палăртнă. Сывлăха упрас тесе иртнĕ эрнере Элĕкри ача-пăча библиотекинче Галина Степанова врач-нарколог туртмалли хутăшсемпе кальян çинчен калаçу ирттерчĕ. Сĕрĕм газĕ чи малтанах тĕп нерв системине сиен кÿнине ăнлантарса пачĕ.

Вера МОРОЗОВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 ноября 2015
09:58
Поделиться
;