Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шкул - аталану центрĕ

Ачасен вĕренĕвĕпе кулленхи ĕçĕ-хĕлне шкулти вĕрентекенсем пысăк витĕм кÿреççĕ. Вĕсем çамрăксене малалла аталанма çул уçса параççĕ. Вĕренÿ пахалăхĕ лайăх пултăр тесе тăрăшаççĕ те ĕнтĕ Мăн Вылăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта. Пысăк опытлă педагогсем ачасен тавракурăмне аталантарма, ăс-хакăлне пуянлатма тĕрлĕ кружоксем йĕркеленĕ.

Кружоксем ачасене вăл е ку предмета ытларах вĕренме хавхалантараççĕ. Шкул хăйне евĕрлĕ аталану центрĕ шутланать. Çитĕнекен ăрăва тăван халăха, киле, çĕршыва юратма тата хисеплеме вĕрентесси кĕçĕн классенчех пуçланать. Çакна тĕпе хурса Людмила Викторовăпа Феонида Ильина тата Альбина Парамонова «Азбука нравственности», «Занимательная математика» кружоксем ертсе пыраççĕ.

Ачасене мĕн пĕчĕкрен ал ĕçне хăнăхтармаллине шута илсе кĕçĕн классемпе «Мастерок» кружок йĕркеленĕ. Елена Федорова пĕчĕккисене хутран тата картунран тĕрлĕ япала маçтăрлама хăнăхтарать. Вĕренекенсем хăйсен ал ĕçĕсене курава та тăратаççĕ, çывăх çыннисене те парнелеççĕ. Шашкăпа шахмат вăййисене кăмăллакансемпе Геннадий Никандров ĕçлет. 1-4-мĕш классенче пĕлÿ илекенсем унта хаваспах çÿренине палăртрĕç шкулта. Информатика предметне кăмăллакансемпе Надежда Никандрова ĕçлет. Тавракурăма аталантарас, ăс-хакăла ÿстерес тĕллевпе Октябрина Афанасьева ачасемпе проектпа тĕпчев ĕçĕсем ирттерет.

Вĕренÿ учрежденийĕнче кашни вĕрентекен хăй     ертсе пыракан предметпа кружок йĕркеленĕ. Биологи предметне вĕрентекен Татьяна Терентьева «Юный биолог» кружока çут çанталăк тусĕсене пуçтарать. Ачасем тĕрлĕ сăнав туни вĕренÿре те пысăк пулăшу парать.

Спорта кăмăллакансем вара спорт залĕнчен тухма пĕлмеççĕ. Алексей Шашкин вĕренекенсене спортпа туслаштарнипе пĕрлех ăмăртусене те хутшăнтарать.

В.НИКИФОРОВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 ноября 2015
09:48
Поделиться
;