Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Аннесене чун ăшшине парнелесчĕ

Ноябрь уйăхĕн юлашки вырсарникунĕнче Аннесен кунне уявласси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Çĕнĕ уяв пулин те халăх йышăнчĕ ăна. Кунта тĕлĕнмелли çук та пулĕ. Кашнийĕншĕн чи çывăх çыннипе çыхăннă-çке вăл. Пирĕн аннесен уявĕ вăл. Анне ята илтме тивĕçнисен уявĕ вăл. Хамăра çутă кун парнеленĕ çынна пĕрисем чăн чăвашла «анне» теме хăнăхнă, теприсемшĕн «апи» е «апай» тени çывăх. Мĕн пĕчĕкрен «мама» теме хăнăхтарнă та, ку сăмахран çепĕççи те, ăшши те çук пек туйăнать. Мĕнле-ха унсăрăн; Вăл чи хаклă çын сăнарĕпе çыхăннă-çке. Ан тив, эпир хамăр та тахçаннах ача амăшĕ пулнă ĕнтĕ. Хамăра та çĕр çинчи чи çепĕç сăмахсемпе чĕнеççĕ, çапах та пĕчĕк чухнехи пекех аннесен ăшшине туйса тăратпăр, сăмахĕсене те халь кăна каланă пек, ăшра тытатпăр. Аннесем яланах пĕрле. Яланах юнашар мар пулин те, чунра... Чĕрере...

Çитес вăхăтра уявламалли кун патне таврăнам-ха. Аннесен кунĕ яланах канмалли куна килет. Ăнсăртран мар пулĕ. Пурин те пĕрле çавра сĕтел хушшине пухăнса курнăçма сăлтавĕ пур. Пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçса ларма май килет. Аннесене ытларах мĕн савăнтарма пултарнине манман-и-ха эпир; Вĕсем кăмăлланă тутлă кукăльне пĕçерсе хатĕрлесен те, юратнă юррине пĕр çавра ушкăнпа шăрантарсан та кăмăл çĕкленĕ. Ăшă тутăрне хул пуççи урлă уртса ярсан та куçĕ савăнăçпа тулĕ. Татах та нумай каласа кайма пулĕ çывăх çынсене савăнăç парнелеме пултаракан япаласем çинчен, анчах та пĕрин çинчен манас марччĕ. Тăван тĕпренчĕкĕсем тĕрĕс-тĕкел пулни, вĕсем килĕшÿре пурăнни, тăван киле тăтăшах килсе тăни... Акă мĕн савăнтарать пирĕн аннесене. Нумай та мар-çке. Çавăнпа та çывхарса килекен уяв кунĕнче хамăрăн хаклă çынсене чун ăшшине парнелеме манас марччĕ. Вĕсемпе çывăхрах пулма тăрăшасчĕ.

Марина ЛЕОНТЬЕВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 ноября 2015
10:47
Поделиться
;