Диспетчер парка васкать
Вăтам пÿллĕ, илемлĕ сăн-питлĕ хĕрарăм ирех Чăваш Сурăмĕнчи машинăпа трактор паркне васкать. Ку Светлана Степанова диспетчер.
Вăл кунта пуринчен малтан çитекенни. Унсăр епле пултăр-ха; Водительсемпе механизаторсене çула кăларса ямалла-çке унăн, кашнинех алла путевка тыттармалла. Ку кирлĕ хута чи малтан илекенни вара чылай чухне Владимир Александров водитель иккен. Унăн сĕт турттармалли машинăпа çула тухмалла-çке. Çулĕ вăрăм Владимир Александровичăн. Кулленех «Новый путь» хуçалăхăн виçĕ фермине çитет вăл. Кунти сĕте йышăнать, унтан ял çыннисенчен пухнине те - хыççăн тулли тиевпе вăрăм çула тухать. Светлана Викторовна диспетчер вара пурне те кăмăлпа йышăнать. «Телейлĕ çул пултăр, ăнăçлă рейссем сунатăп», - тет путевка панă май.
Иртнĕ çу кунĕсенче «хурçă ут» хуçисен пĕр канăç та пулман. Ял хуçалăх культурисене пăхса ÿстермелле-и, выльăх апачĕ хатĕрлемелле-и, тырпул пухса кĕртмелле-и е пĕр-пĕр груз турттарса килмелле - паркри ĕçченсем кулленех алла çул хучĕ илнĕ.
Халĕ хĕле кĕрсе пынă май механизаторсем ытларах фермăсене пăхса тăрассипе вăй хураççĕ. Ятарлă бригада утă-улăма тутлăлантарса çимĕçтернĕ, ăна выльăхсене валеçсе панă çĕре кулленех хутшăнать. Ĕçрен пушаннă техника паркра типтерлĕ упранать. Ял хуçалăх машинисене хĕл каçарма ГОСТа пăхăнса вырнаçтарса лартнă.
- Паркра йĕрке кирлех. Ку енĕпе çирĕп ыйтатпăр, - тет Светлана Степанова диспетчер.
Вăл парк пурнăçне хăйĕн ĕç пÿлĕмĕнчи видеосăнав экранĕ урлă та курса, пĕлсе тăрать, водительсемпе трактористсене çул хучĕ панипе пĕрлех ĕçшĕн тÿлессипе те яваплă.
- Паркри ĕçченсем ĕçлеме ÿркенмеççĕ. Шалăвне те вăхăтра тата сахалах мар илеççĕ. Вĕсен çуллахи хĕрÿ вăхăтри ĕç укçийĕ 20-30 пин тенкĕпе танлашрĕ, - терĕ Светлана Викторовна.
Е.САВЕЛЬЕВА.