Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чăваш чĕлхи олимпиадинче палăрнă

Чăваш чĕлхи олимпиадине районти вĕренÿ учрежденисенчи 4-мĕш класра вĕренекен 26 ача хутшăнчĕ. Çĕнтерÿçĕсене палăртрăмăр. Тавăтри вăтам шкулта пĕлÿ илекен Софья Андреева (вĕрентекенĕ - О.И. Железнова) çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Светлана Андреева (Вутлан, вĕрентекенĕ - А.Н. Андреева) тата Анастасия Андачкова (Мăн Вылă, вĕрентекенĕ - Ф.А. Ильина) иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç, Ураскилт вăтам шкулĕнчи Светлана Ефимова (вĕрентекенĕ - П.Н. Осипова) - виççĕмĕш.

Район шайĕнче чи пысăк балл пуçтарнă вĕренекен республикăра 4-мĕш классем хушшинче иртекен олимпиадăна хутшăнать.

Л.КУЗНЕЦОВА,

районти вĕренÿ пайĕн методисчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 декабря 2015
09:29
Поделиться
;