Чăваш юрри - чи илемли
Чăваш халăх юррине чĕртсе тăратас, чăваш культурине çĕнĕлĕхсем кĕртес, ăна çÿллĕ шая çĕклес тĕллевпе улттăмĕш çул республика шайĕнче регионсем хушшинчи «Сентти» ятлă конкурс иртнĕ.
Ноябрĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарти Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищинче республикăри пултаруллă ачасем пухăнса чăваш юррисене шăрантарнă. Унта хастар та маттур 32 ача хутшăннă. Пирĕн район чысне Элĕкри Валерия Лазарева, Хирлеппуçĕнчи Валентина Петрова, Чăваш Сурăмĕнчи Антон Игнатьевпа (ертÿçи - Светлана Соколова) Валерий Павлов (ертÿçи - Альбина Ильина) тата Тăвăш Юнтапари Снежанна Александрова (ертÿçи - Владислав Герасимов) хÿтĕленĕ. Владимир Терентьев баянпа ăста калани те арçын ачасемпе хĕрачасене хавхалану кÿнĕ.
Пысăк йышра пĕчĕк «çăлтăрсене» тупса палăртма çăмăлах пулман тÿресене. Пĕринчен тепри маттур. Конкурсра чи малтанах ачасем сцена çинче хăйсене епле тытнине, тумĕсене хаклама тăрăшнă. Ачасен пултарулăхне икĕ ушкăна пайласа хакланă: кĕçĕннисем тата вăтаммисем. Чăваш юрри чи илемли, чи янравли. Конкурса хутшăнакан кашни ача ăна чунтан шăрантарнă.
Пултарулăх ертÿçисем ачасемпе кунсерен репетицисем ирттернĕ. Тăрăшни сая кайман. Чăваш Сурăм ял тăрăхĕнчи Антон Игнатьев «Кахал» тата «Эпир пормис полас çок» юрăсем шăрантарса виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ, Хисеп хутне тата хаклă парнене тивĕçнĕ. Конкурса хутшăннă ытти ачасене те Хисеп хучĕпе чысланă. Хĕрачасемпе арçын ачасем тата ашшĕ-амăшĕ конкурсран пысăк хавхаланупа таврăннă.
В. НИКИФОРОВА.