Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чиртен сыхланма пулать

СПИД инфекцийĕ çинчен хамăр тăрăхра 1981 çулта пĕлтĕмĕр. Раççейре вăл хăвăрт сарăлса пырать. 2014 çулхи раштавăн 31-мĕшĕ тĕлне илсен, вирус ернисен хисепĕ 742631 çынна çитнĕ. Вĕсенчен 24940-шĕ çут тĕнчерен уйрăлнă. 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне çак хăрушă чирпе 717691 çын сиенленни паллă.    СПИДпа 20-50 çулхисем нумай чирлеççĕ, ытларахăшĕ - арçынсем.

Пирĕн Чăваш Республикинче те СПИД-лисем сахаллăнах мар. Кусем пурĕ - 1942 çын, Шупашкарта - 682, Канашра - 400, Çĕнĕ Шупашкарта - 186, Çĕмĕрлере 79 çын. Элĕк Енре ВИЧ инфекцийĕ ернисем 8-ăн. Кусем 11-ĕн шутланатчĕç, вĕсенчен 3-шĕ вилнĕ.

Çак йывăр чир мĕнрен пуçланать-ха; СПИДа вирус ертет. Вирус пĕр çынтан теприне виçĕ майпа ерме пултарать. Пĕрремĕшĕ - ар çыхăнăвĕ урлă, ку меслетпе арçынран хĕрарăма, хĕрарăмран арçынна, тата та хăвăртрах арçынран арçынна ерме пултарать. Иккĕмĕшĕ - юн урлă. Чир-чĕр пĕр шприцпа нумай çын усă курсан та ерет. Кун пек чухне наркотика юна яракансем те хăйсене вирус ертеççĕ. Чирлĕ çын юнне ярсан та чирлеме пултараççĕ. Виççĕмĕшĕ - СПИД вирусĕ ертнĕ е СПИДпа чирленĕ йывăр çын пулнă хĕрарăмсем хăйсен ачисене хырăмрах вирус ертсе çуратаççĕ. Пирĕн республикăра 300 ача СПИДлă амăшĕсенчен çуралнă, вĕсенчен 18-шĕ чирлĕ, 650 чирлĕ çын вируса хирĕç эмелсемпе сипленет.

СПИД вирусĕ çыннăн организмне лексен чирĕ палăриччен (инфекци тапхăрĕ) 2-5 уйăхран пуçласа çулталăкчен тăсăлма пултарать. Вирус çынна ерчĕ пулсан унра мĕн виличченех пурăнать, пĕчĕккĕн иммунитет тытăмне хавшатса ытти тĕрлĕ-рен ерекен инфекципе кĕрешейми тăвать. Çавăнпа СПИД тапхăрĕ пуçланнă çынна тĕрлĕ инфекцисем лекеççĕ, пур органсенче те улшăнусем пулаççĕ. Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлакан организаци йышăннă тăрăх, чирĕн паллисем çаксем: варвитти 1-2 уйăха, çын вĕриленесси 1-2 уйăха тăсăлать. СПИД ернисем час-часах ÿпке шыççипе аптраççĕ. Çын начарланса пырать, вăйсăрланать, ытти чирсемпе те аптрама пуçлать.

СПИД чирĕ хăрушă пулсан та унран сыхланма пулать. Унпа кĕрешме эмелсене вăхăтра ĕçсе пырсан çак чирпе нумай çул пурăнма пулать. Вĕсене тÿлевсĕрех параççĕ.

Хĕрсемпе каччăсен, пур çыннăн та кăмăл-сипет тасалăхĕ пулни, пĕрре çеç мăшăрланни, ăнсăртран курнă, пĕлнĕ-пĕлмен çынпа ар çыхăнăвне кĕменни, эрех-сăрапа, наркотикпа пуçа минретменни - СПИДпа кĕрешмелли чи хăватлă майсем шутланаççĕ. СПИД енĕпе анонимлă тĕрĕслеттерес тесен Элĕкри тĕп больницăна инфекци е ÿт-чир кабинетне пымалла та юн анализне памалла. Ăна тĕрĕслеттерме Шупашкара яратпăр.

Юлия МУЛЮКОВА,

районти тĕп больница врачĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 декабря 2015
09:26
Поделиться
;