Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чăваш Ен Кубокĕ – Элĕксенче

Ноябрĕн 27-мĕшĕнче «Хĕлхем» спорт шкулĕн çăмăл атлетика секцине çÿрекенсем Çĕнĕ Шупашкарта Чăваш Республикин Кубокне çĕнсе илессишĕн иртнĕ финалти тăваттăмĕш тапхăрне хутшăннă.

Савăнăçлă лару-тăрăва ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕн çумĕ, Олимп вăййисен чемпионки Елена Николаева уçнă. Пĕтĕмĕшле тăватă тапхăрти зачетра ЧР Кубокне Анастасия Дубининăпа Евгений Федоров çĕнсе илнĕ. Александр Свистков хăйĕн дистанцийĕнче 3-мĕш вырăна тухнă, Нелли Львова 5 çухрăма утса пăхăр медале тивĕçнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
04 декабря 2015
09:36
Поделиться
;