Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кашни ĕнерен - 11 килограмм ытла

Выльăх-чĕрлĕхе хĕллехи вăхăтра пăхса усрамалли тапхăр пырать. Ку вăхăта, тĕпрен илсен, районта япăх мар хатĕрленнĕ. Выльăх-чĕрлĕх çурчĕсене ăшă тытмалла тунă. Унти чылай ĕçсене механизмсен вăйĕпе пурнăçлаççĕ. Выльăх апачĕ те сахал мар янтăланă. Ĕçе пĕлсе йĕркелекенсем вара ÿсĕм тăваççех.

Районта хальхи вăхăтра кашни ĕнерен куллен 11 килограмм ытла сĕт сăваççĕ. Кăтарту, пĕлтĕрхи çав тапхăртипе танлаштарсан, лайăхрах. Нумай сĕтшĕн пыракан экономикăлла ăмăртура «Новый путь» хуçалăх малта. Кунти Чăваш Сурăм, Мăн Шĕвĕш, Юлăш фермисенчи ĕнесем талăкра 19-шар килограмм сĕт антараççĕ. Хуçалăхра сĕт таварлăхĕ - 94,9 процент. Кунти 400 ĕнерен пĕр кунра кăна 7695 килограмм сĕт суса илнĕ пулсан, 7300 килограмне сутнă. Ульянов ячĕллĕ, «Авангард» хуçалăхсенчи фермăсенче вăй хуракансем те сăвăма ÿстерессишĕн вăй хураççĕ. Вĕсен кулленхи кăтартăвĕ - 10-шар килограмм ытла. «Правда» хуçалăхри ферма вара сĕт сăвассипе района каялла туртса пырать. Кунти ĕнесем 4-шар килограмран мала сĕт параймаççĕ.

Килти хушма хуçалăхсенче пĕтĕмпе - 4439 ĕне. Вĕсем талăкра 10 килограмм ытла сĕт антараççĕ. Çав вăхăтрах хресчен-фермер хуçалăхĕсенчи 72 ĕнен продуктивлăхĕ 11,5-шер килогрампа танлашать.

Раиса ДАНИЛОВА,

район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
04 декабря 2015
09:44
Поделиться
;