Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Инструкторсене тата шутлав участокĕсене палăртнă

2016 çулта июлĕн 1-мĕшĕпе августăн 15-мĕшĕсенче иртекен Пĕтĕм Раççейри çырава хатĕрленессипе ĕçсем пыраççĕ. Иртнĕ кунсенче çыравăн тепĕр тапхăрĕ вĕçленнĕ, Элĕк районĕнче миçе инструктор ĕçлессине палăртнă тата шутлав участокĕсене çирĕплетнĕ. Шутлав участокĕ тесе кашни куçарса çыракана çирĕплетсе панă объект шутне калаççĕ. Çырав тапхăрĕнче куçарса çыраканăн вăтамран 450 килти, хресчен-фермер хуçалăхĕсене тата уйрăм предпринимательсем патне çитме тивĕ.

Куçарса çыракансен шутне палăртнă хыççăн инструкторсен миçе участок пулассине те палăртнă. Инструкторсен пĕр участокĕнче вăтамран 7 шутлав участокĕ пулĕ. Ку процеса автоматизациленĕ.

Элĕк районĕнче инструкторсен 3 участокне тата 21 шутлав участокне йĕркеленĕ. 2016 çулхи ял хуçалăх çыравне валли кадрсем шырассипе ĕçсем пыраççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 декабря 2015
14:09
Поделиться
;