Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шыв башнине юсанă

Шĕмшеш ял тăрăхĕн территорийĕнче паянхи куна 10 шыв башни шутланать. Вĕсене 30 ытла çул каялла вырнаçтарнă, паянхи куна пурте кивелсе çитнĕ, кашнинех çĕнетмелле. Нумаях пулмасть Шĕмшеш салинче пурăнакансем умне те башня юсассипе çыхăннă çивĕч ыйту тухса тăчĕ. Ял тăрăхĕ тата районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Андрей Чернов ертсе пынипе иртнĕ кунсенче ниме мелĕпе шыв башнине юсама май килчĕ. Ялти пуçаруллă çынсем пулăшнипе килсене шывпа тивĕçтерессине çĕнĕрен йĕркелесе янă. Башньăна хĕл кунĕсенче шăнса ларасран ăшă тытакан тунă, пушар хăрушсăрлăхне пăхăнса шыв илмелли гидрантсем вырнаçтарнă.

И.ИВАНОВА, ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 декабря 2015
14:11
Поделиться