Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чир-чĕр хăрушлăхĕ пулмалла мар

Декабрĕн 7-мĕшĕнче район администрацийĕ çумĕнчи санитарие пăхăнас, эпидемие хирĕç кĕрешес енĕпе ĕçлекен комисси ларăвĕ пулчĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, асăннă комисси председателĕ Эдуард Николаев ертсе пычĕ.

Кун йĕркипе килĕшÿллĕн икĕ ыйту пăхса тухрĕç. Малтанах - район территорийĕнче чĕрчунсемпе тата çут çанталăкпа çыхăннă чирсене хирĕç кĕрешес енĕпе профилактика мероприятийĕсен комплекслă планне пурнăçлани çинчен. Ку енĕпе районти ветеринари станцийĕн начальникĕ Валерий Афанасьев сăмах илчĕ.

- Выльăх апачлĕх культурăсем упранакан складсенче профилактика ĕçĕсем пурнăçлатпăр, çавна май тĕрлĕрен препаратсемпе усă куратпăр, - терĕ Валерий Михайлович.

«Новый путь» хуçалăхра, сăмахран, ку ĕçе 1500 тăваткал метр çинче пурнăçланă. Вырăнсенчи профилактика мероприятийĕсене ветеринари специалисчĕсем ирттереççĕ. Çĕпĕр шыççине тата уртаракан чире хирĕç кĕрешесси йăлана кĕнĕ. Кăçал 10 пин пуç ĕне выльăха вакцинациленĕ.

- Выльăх çăвисене (мур картисене) пăхса тăратпăр. Кусем пĕтĕмпе 50 пулсан, 37-шне ятарлă хушупа килĕшÿллĕн пĕтернĕ. Атмалкасси тата Мăн Вылă çывăхĕнчисене яланлăхах упрама палăртнă, - малалла каласа пачĕ Валерий Михайлович.

Мăн Тукташ тата Павлушкăнь ялĕсене урнă тилĕ пырса кĕнĕ тĕслĕх пулнă, çавна май кунта профилактика ĕçĕсем тăтăшах тăваççĕ. Врач-эпидемиолога пулăшакан Алексей Ананьев та санитари енĕпе, эпидемие хирĕçле ĕçсем чылай пурнăçласа пыни çинчен каларĕ. Çĕпĕр шыççи, уртаракан чир енĕпе учетра тăракан çынсене вакцинацилесси кирлĕ пек пулса пырать-мĕн. Чăваш Республикинчи - Чăваш Енри потребительсен прависене тата çынсен ăнăçлăхне хÿтĕлекен федераци службин управленийĕн Çĕмĕрлери территорири уйрăмĕн тĕп специалисчĕн Светлана Евлачевăн вара асăрхаттарса каламалли те пулчĕ.

- Иртнĕ çул Элĕк Енре шăши чирĕпе чирлекенсем пулманччĕ. Кăçал вара сакăр тĕслĕх палăрчĕ, - терĕ Светлана Александровна.

Çавăн пекех çынсене йытă çыртнă тĕслĕхсем те ÿснĕ. Пĕлтĕр 14 пулсан, кăçал - 40. Вăл каланă пек кăшлакан чĕрчунсене пĕтерме илĕртмĕш (приманка) хурса панипе лăпланмалла мар. Ку ĕçĕн усси сахалтарах.

- Хальхи çĕнĕ санитари правилисене ĕçе кĕртмелле. Ку енĕпе ятарлă специализациленнĕ органсен кăна ĕçлемелле. Çавна май килĕшÿсем туни кирлĕ, - терĕ Светлана Евлачева.

Вăл кăшлакан чĕрчунсене пĕтерессипе шкулсенче ĕçе лайăх йĕркеленине палăртрĕ. Çавăн пекех Чăваш Сурăмĕнчи магазина та ырăпа асăнчĕ. Районти обществăлла апатлану предприятийĕсем пирки вара çавна калаймăн.

Санитарипе эпидемие хирĕçле мерăсене пăхăнасси - кашнин тивĕçĕ. Ку енĕпе ятарлă организацисен уйрăмах пуçарулăхпа çаврăнăçулăх кăтартмалла. Массăллă информаци хатĕрĕсенче, сайтра тивĕçлĕ материалсем кирлине палăртрĕç комисси членĕсем. Йĕркене пăхăнманнисене, чир-чĕр енĕпе хăрушлăх кăларса тăратакансене вара тивĕçлипе явап тыттараççĕ. Уйрăм организацисене, сăмахран, сахалтан та 10 пин тенкĕ таран штрафлаççĕ. Санитари йĕркисене пăхăнас, эпидемие хирĕç кĕрешес енĕпе ĕçлекен комисси çитес 2016 çул валли пысăк ĕçсем палăртрĕ. Кашни кварталтах пухăнса канашлама, пурнăçланă ĕçсене тишкерме, çавăн пекех йĕркене пăхăнманнисенчен çирĕпрех ыйтма тĕллев лартрĕ.

Елена ТИМОФЕЕВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 декабря 2015
08:36
Поделиться
;