Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Республикăн тĕп финанс документне йышăннă

Декабрĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашĕн черетлĕ 33-мĕш сессине хутшăннă. Унăн ларăвĕнче депутатсем хăйсен иккĕмĕш вулавĕнче «Чăваш Республикин 2016 çулхи бюджечĕ çинчен» саккуна йышăннă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ халăх суйлавçисене республикăн тĕп финанс документне йышăннăшăн тав тунă. «Эпир 2015 çула тивĕçлĕ вĕçлетпĕр, 2016 çула вара йышăннă бюджетпа пуçлатпăр. Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунĕнченех Чăваш Республикинче пурăнакансем умне илнĕ мĕнпур тивĕçе пĕр чăрмавсемсĕр пурнăçлăпăр», - палăртнă Михаил Игнатьев. Çавăн пекех вăл çитес çул федераци бюджетне йышăннă тата регионсене уйăрса пама палăртнă мĕнпур укçа-тенкĕне валеçсе панă хыççăн республика бюджечĕн виçи 4-5 млрд. тенкĕ ÿсессе шаннине пĕлтернĕ.

2016 çулта Чăваш Республикин бюджечĕн тупăш пайĕ 32,1 млрд. тенкĕ пулассине палăртнă. Республика бюджечĕн харпăр хăй тупăшĕ çитес çул 22,3 млрд. тенкĕпе танлашĕ, тăкаксен пайĕ 34,3 млрд. тенкĕ пулĕ.

Çитес çулта та Чăваш Республикин Правительстви патшалăх парăмĕсене парса татас тĕлĕшпе малалла та ĕçлесе пырĕç. Вĕренÿ, сывлăх сыхлавĕ, культура, спорт, çынсене социаллă пулăшупа тивĕçтерессипе çыхăннă приоритетлă задачăсене пурнăçлама укçа-тенкĕпе туллин тивĕçтерме палăртаççĕ.

(Хамăр инф.)



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 декабря 2015
08:35
Поделиться
;