Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Касас марччĕ вăрман илемне

Çĕнĕ çул умĕн вăрман илемне - ешĕл чăрăша кашни çулах инкек кĕтет. Çак тапхăрта тин çеç вăй илме пуçланă çĕршер çамрăк чăрăш сая каять. Чăрăшсене каснăшăн РФ Административлă майпа саккуна пăсни çинчен калакан кодексăн 8.28 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн граждансене административлă майпа айăплаççĕ. Вĕсен 3-4 пин штраф тÿлемелле пулать, должноçри çынсен - 20-40 пин, юридици сăпатлĕ çынсен - 200 - 300 пин. Енчен те чăрăша каснă чухне мĕнле те пулин техникăпа е хатĕрпе усă курнă пулсан штраф виçи ÿсет, тата вăл е ку хатĕре туртса илеççĕ.

Саккунпа килĕшÿллĕн лăсăллă йывăçсен (хыр, чăрăш, пихта) диаметрĕ 12 сантиметртан кая пулсан, вĕсене касакансен штраф виçи 50 хут ÿсет. Енчен те хыр-чăрăша декабрь-январь уйăхĕсенче касаççĕ пулсан тăкак тата тепĕр икĕ хут ÿсет. Тĕслĕхрен, пĕр чăрăша саккунсăр майпа каснă браконьерăн 2486 тенкĕ тÿлеме тивет тата 3-4 пин тенкĕ административлă штраф кĕтет. Енчен те тăкак 5 пинрен иртнĕ пулсан саккуна пăсакан тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçараççĕ. Ăна пысăк штраф тÿлеттереççĕ е 6 çуллăха ирĕкрен хăтараççĕ.

Вăрман хуралçисемпе полици уйрăмĕн сотрудникĕсем çулсеренех мобильлĕ ушкăнсем йĕркелесе Сурăм лесничестви хатĕрленĕ графикпа рейдсене тухаççĕ.

Олег АФАНАСЬЕВ,

Сурăм лесничествин участокри мастерĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 декабря 2015
08:40
Поделиться
;