Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Бюджет йышăннă

Район администрацийĕнче районти депутатсен Пухăвĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Ванеркин, район администрацийĕн управленийĕсемпе пайĕсен начальникĕсем, организацисемпе предприятисен ертÿçисем хутшăннă. Депутатсен Пухăвĕ 10 ыйтуран тăракан кун йĕркине çирĕплетнĕ.

Тĕп ыйту - район бюджетне 2016 çул валли йышăнасси. Район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Надежда Павлова доклад туса панă. Бюджетăн тĕп параметрĕсене малтанлăха çакăн пек палăртнă: бюджетăн тупăшсен калăпăшĕ - 242989,0 пин тенкĕ, тăкаксен калăпăшĕ - 244150,4 пин тенкĕ, дефицит 1161,4 пин тенкĕ.

Депутатсем бюджет енĕпе Пуху йышăнăвне улшăнусем те кĕртнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов депутатсене ăнăçлă ĕçленĕшĕн тав тунă, çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламланă



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 декабря 2015
15:21
Поделиться
;