Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Каллех Щелкунчик йыхравлать

Кăрлачăн 7-мĕшĕнче «Шупашкар - Арена» Пăр керменĕнче ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ валли «Çĕнĕ Щелкунчик» шоу иртет.

Усал тухатмăш Щелкунчик пукане туса хунă принцпа, ырă кăмăллă хĕрачапа тата вĕсен тăшманĕпе çыхăннă истори - ачасем кăна мар, çитĕннисем те юратакан юмах. Чайковский музыкипе балет çырни унран Гофман юмахĕсен хушшинче суперçăлтăр туса хунă. «Щелкунчик» тĕнчери чи лайăх виçĕ балет шутне кĕрет, ăна темиçе хутчен те - Ю.Григоровичăн «Путешествие по Елке» ĕçрен М.Шемякинăн модернизмла фантасмагорийĕ таран - улăштарнă. Сюжет юмах евĕрлĕрех пулин те хайлавра философи тата мистика элеменчĕ йышлă, çавна май постановкăсем пĕчĕк кураканшăн ытлашши «аслă» пулса тухаççĕ.

Спектаклĕн режиссер-постановщикĕ Артем Князев, сценографĕ тата тумсен художникĕ Наталья Ермолаева, хореограф-постановщикĕ Дана Жайкбаева. Шоу 50 минута тăсăлать. Спектакль антрактсăр пырать. 17.00 сехетре пуçланать. Билет хакĕ - 300, 400, 500 тенкĕ. Ыйтса пĕлмелли телефон: 38-02-08.

Билетсене районта туянас тесен 22-6-68 номерпе шăнкăравласа пĕлме пулать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
29 декабря 2015
15:13
Поделиться
;