Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

57 вĕренекен район чысне хÿтĕлĕ

Пултаруллă ачасене тупса палăртас, вĕсене малалла аталантарас, наукăпа интереслентерес тĕллевпе Элĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ параакн вăтам шкул бази çинче ноябрĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 17-мĕшĕччен 21 предметпа олимпиада иртрĕ. Пĕтĕм Раççейри муниципалитет шайĕнчи олимпиадăна районти 13 шкулти 7-11-мĕш классенче пĕлÿ илекен 869 вĕренекен (2014 çулта - 927) хутшăнчĕ. Предмет комиссийĕн жюрисем олимпиада пĕтĕмлетĕвĕпе 65 çĕнтерÿçе тата 94 призера палăртнă (2014 çулта - 65 çĕнтерÿçĕпе 167 призер).

Пĕтĕм Раççейри регион тапхăрĕнчи олимпиада кăçалхи январĕн 16-мĕшĕнче старт илет. Вăл февралĕн 11-мĕшĕччен тăсăлать. Пирĕн район чысне регион шайĕнче рейтинг списокне кĕнĕ 57 вĕренекен (2014 çулта - 47) хÿтĕлĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 января 2016
12:41
Поделиться
;