Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чăн-чăн юлташ

«Çĕр тенкĕ пуличчен çĕр тус пултăр», - тенĕ чăвашсем ĕлĕкренпех. Чăннипех те епле аван туссем пур чухне. Ман шутпа туслăх вăл - çынсем пĕр-пĕрне ăнланни, хутшăнни, манса кайманни, туйăмсене уçни, йывăр самантсенче пулăшни.

Çакăн пек тус пур та ĕнтĕ манăн. Вăл Юнтапари вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Людмила Макарова. Эпир Людăпа тăхăр çул туслă пурăнатпăр. Пирĕн класра пурĕ 23 вĕренекен. Кашниех вĕсенчен паянхи кун ыйтнă пек пурăнма, вĕренме тăрăшать. Анчах ман юлташăм хăйĕн уçă кăмăлĕпе, сăпайлăхĕпе, ăс-тăнĕпе палăрать, пĕрле вĕренекенсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Вăл пур çĕре те ĕлкĕрет, ĕçе тĕплĕ те тĕрĕс тăвать, пушă вăхăта усăллă ирттерет. Класри ачасене яланах пулăшать. Вĕренессе Люда кĕçĕн клас-ран пуçласах «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать, ытларах «пиллĕк» паллă илет. Хăй чăваш чĕлхипе литература, акăлчан чĕлхи, вырăс чĕлхипе литература тата истори урокĕсене чунтан кăмăлланине пытармасть. Кашни урока хатĕрленсе килет, уроксенче те тимлĕ итлет, пур япалана та ăнланма тăрăшать. Çакă Людăна тĕрлĕ конкурса, олимпиадăна хутшăнса хăйне тĕрĕслеме пулăшать. Акă, сăмахран, кăçалхи чăваш чĕлхипе литература, тăван культура олимпиадисенчен вăл çĕнтерÿçĕ пулса таврăнчĕ.

Çавăн пекех акăлчан чĕлхипе иртекен олимпиадăра иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Людăн тата тепĕр ен пур. Вăл сăвăсем çырать. Унăн сăввисем пĕрре кăна мар «Тантăш» хаçатра пичетленнĕ. Сăвă йĕркисенче ман тусăм хăйĕн пурнăçĕнче пулса иртекен ĕçсене илемлĕ сăнарласа парать.

Манăн хамăн çывăх юлташа малашне татах та пысăк çитĕнÿсем тума сунас килет, туслăх çирĕп пуласса шанатăп.

Анна НИКИТИНА,

Юнтапа вăтам шкулĕ, 9-мĕш класс.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 января 2016
12:43
Поделиться