Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кашни ĕнерен - 11,2 килограмм

Районти хуçалăхсем обществăлла выльăх-чĕрлĕхе ăшă витесенче тутă хĕл каçарассишĕн тăрăшаççĕ. Сĕт-çу фермисенче ку енĕпе уйрăмах хĕрÿ тапхăр. Выльăхсене кун йĕркине пăхăнса тăрантараççĕ, апата лайăхрах хатĕрлесе парассишĕн тимлеççĕ. Иртнĕ çул утă-улăм, сенаж-силос сахалах мар янтăлани уйрăмах ăнăçу кÿрет.

Районĕпе илсен, кашни ĕнерен куллен вăтамран 11,2 килограмм сĕт сăваççĕ. Кăтарту, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, лайăхрах. Нумай сĕтшĕн пыракан экономика ăмăртăвĕнче «Новый путь» ял хуçалăх кооперативĕ малта пырать. Чăваш Сурăмĕнчи, Шĕвĕшри, Юлăшри сĕт-çу комплексĕсенчи ĕнесем талăкра вăтамран 20-шер килограмм сĕт антараççĕ. Продукци таварлăхĕ те пысăк - 95 процент.

«Авангард» хуçалăх та ырă тĕслĕх кăтартать. Кунта пĕлтĕр çак вăхăтра кашни ĕнерен 11,7 килограмм сунă пулсан, кăçал - 14,6 килограмм.

Ульянов ячĕллĕ, «Правда» хуçалăхсенчи ĕнесен продуктивлăхĕ вара чакнă.

Раиса ДАНИЛОВА,

район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн специалисчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 января 2016
16:18
Поделиться