Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тĕрлĕ ыйту тишкеретпĕр

2009 çултанпа Элĕкри тĕп библиотека çумĕнче Ваттисен шкулĕ ĕçлет. Саккунсенчи çĕнĕлĕхсене, аслă çулсенчисене пăшăрхантаракан тĕрлĕ ыйтăва пĕрле сÿтсе явасси йăлана кĕчĕ. Хамăрăн ларусене библиотекăн вулав залĕнче ирттеретпĕр, унта тĕрлĕ тытăмра ĕçлекен специалистсене чĕнетпĕр.

2016 çулта та хамăр ĕçе унчченхи пекех йĕркелесе пырасшăн. Çынсен сĕнÿ-канашне тĕпе хурса январĕн 19-мĕшĕнче иртнĕ ларăва ветеринари врачне Г.П. Павлова чĕнтĕмĕр. Вăл Ваттисен шкулне çÿрекенсене хĕллехи тапхăрта выльăх-чĕрлĕхе мĕнле пăхмалли, ытларах мĕн çине тимлĕх уйăрмалли çинчен каласа пачĕ, ĕне выльăх чир-чĕрĕ çинче чарăнса тăчĕ.

Асăннă тема тăсăмĕпе февралĕн 2-мĕшĕнче те черетлĕ лару иртет. Ун чухне çавăн пекех килти кайăк-кĕшĕкпе çыхăннă ыйтусене те тишкеретпĕр. Кунсăр пуçне çак тапхăрта грипп чирĕ анлă сарăлнине тĕпе хурса хамăр тĕпеле район больницин тухтăрне те чĕнетпĕр.

Февралĕн 16-мĕшĕнче иртекен ларăва вара район тата ял тăрăхĕн администрацийĕсенче ĕçлекен яваплă çынсене чĕнĕпĕр. Вĕсем тивĕçлĕ канурисене кăçал пурнăçа кĕрекен çĕнĕлĕхсемпе, малашлăхри тĕллевсемпе паллаштарĕç.

Асăннă ыйтусемпе интересленекенсене Ваттисен шкулĕн ларăвĕсене йыхравлатпăр.

К. СТЕПАНОВА.  



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 января 2016
16:17
Поделиться