Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вырăс литературипе - призер

Январĕн 22-23-мĕшĕсенче республикăри вĕренÿ институтĕнче шкул ачисем хушшинче литературăпа Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн регионти тапхăрĕ иртрĕ. Унта пирĕн районтан 4 çĕнтерÿçĕ хутшăнчĕ. Вĕсем хушшинче Элĕк шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Анна Романова та пур. Анна вырăс литературипе нумай балл пухса призерсен йышне кĕнĕ. Кунта унăн вĕрентекенĕн Татьяна Николаевна Федоровăн тÿпи те пысăк.

Паянхи кун тĕлне регионти олимпиадăсем 9 предметпа иртрĕç. Муниципалитет тапхăрĕнчи 17 çĕнтерÿçĕ-пе призер 5 олимпиадăна хутшăннă. Вĕсен йышĕнче 1 çĕнтерÿçĕ тата 2 призер.

Л.КУЗНЕЦОВА, вĕренÿ пайĕн методисчĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 января 2016
11:32
Поделиться
;