Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Спорт уявне йыхравлатпăр

Раççейре иккĕмĕш хут ĕнтĕ Хĕллехи спорт тĕсĕсен кунĕ иртет, кăçал вăл февралĕн 7-мĕшĕнче пулĕ. Пĕлтĕрхи пекех пирĕн районта та çынсене массăллă спорта явăçтарас тĕллевпе тĕрлĕ мероприяти ирттерме палăртнă: конькипе ярăнасси, шорт-трек ăмăртăвĕ, биатлон, хоккей матчĕсем, пăр çинчи ташă.

Аса илтеретпĕр, асăннă спорт кунне 2014 çулта Сочири хĕллехи Олимп вăййисене тĕпе хурса Раççейри Олимп комитечĕ сĕннипе ирттереççĕ. Ун чухне Раççей команди медаль зачетĕнче çĕнтернине астăватпăр.

Биатлон ăмăртăвĕ - выртса тата тăрса пăшалтан пени - интереслĕ пулмалла. Унта районти вĕренÿ учрежденийĕсен, спорт çемйисен, учрежденисемпе организацисен тата ял тăрăхĕсен командисем хутшăнма пултараççĕ. Чи вăйлисем яланхи пекех «Хĕлхем» спорт шкулĕн йĕлтĕр трасси çинче пуçтарăнĕç. Ăмăртусене хутшăнас кăмăллисен медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла.

Çавăн пекех спорт уявĕнче шорт-трек ăмăртăвĕ, «Атте, анне тата эпĕ» савăнăçлă старт, конькисемпе 2016 метр чупассипе «VIP-чупу» та иртĕ. Уява 16 сехетре каток çинче пуçланакан ташă каçĕ те савăнăç сĕмĕ кĕртĕ. Каçхине вара районти ял тăрăхĕсенчи хоккеистсем алла клюшка тытса пăр çине тухĕç. Пурне те спорт уявне чĕнетпĕр!

Йĕркелÿ комитечĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
05 февраля 2016
09:19
Поделиться
;