Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Йĕлтĕр йĕрĕ – 2016» йыхравлать!

Вырсарникун, февралĕн 14-мĕшĕнче, Пĕтĕм Раççейри «Йĕлтĕр йĕрĕ – 2016» спорт уявĕ» иртет. Кăçал ăна кашни ял тăрăхĕнче йĕркелеме палăртнă. Элĕк салинче уява хутшăнма кăмăл тăвакансене пурне те Васильевски пĕви хĕррине йыхравлатпăр. Регистраци 9 сехет те 30 минутра, ăмăртусем 12 сехетре пуçланаççĕ. Çавăн пекех çак кун йĕлтĕрпе чупассипе ГТО нормативĕсене пама майсем пур.Ун валли официаллă порталта регистрациленмелле, кашнин ID – номер тата медицина справки пулмалла.

Йĕркелÿ комитечĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
09 февраля 2016
10:50
Поделиться