«Единая Россия» кандидачĕсене граждансем хăйсем палăртаççĕ
Мускавра Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн XV съезчĕн пĕрремĕш тапхăрĕ иртнине пĕлтер- нĕччĕ. Унăн кăтартăвĕсемпе Чăваш Енри регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов паллаштарчĕ:
«Партин Председателĕ Дмитрий Медведев докладĕнче экономикăн халĕ пурнăçлакан пĕтĕм çул-йĕрне сыхласа хăварасси, халăхăн хÿтлĕхсĕр пайне пулăшасси, парти проекчĕсене малашне те ĕçлетересси тĕп вырăнта пулчĕç. Çавсен шутĕнче ял шкулĕсенче спорт залĕсене тĕпрен юсаса çĕнетесси, шкулсем тăвасси... Дмитрий Анатольевич халăха ахалех шантармалла мар тесе чĕнсе каларĕ: шантартăмăр пулсан пирĕн ăна пурнăçламаллах. Паянхи куна хăй çине илме пултаракан политика вăйĕ урăх çук. «Единая Россия» партишĕн халĕ çĕнтересси уйрăмах пĕлтерĕшлĕ - çитĕнÿсем, нефть хăпарни çинчен калакан отчетсем вăхăтĕнче мар, тĕрĕслев-пе йывăр йышăнусем тапхăрĕнче тесе палăртрĕ Парти Председателĕ.
Чăваш Енре регионти политканашлура партин малтанхи сасăлавне ирттерессипе регионти йĕркелÿ комитетне туса хутăмăр. Малтанхи сасăлава хутшăнма ыйтусене февралĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 10-мĕшĕччен йышăнатпăр. Апрелĕн 15-мĕшĕччен малтанхи сасăлава хутшăнакансен регистрацине вĕçлетпĕр.
Малтанхи сасăлава йĕркеллĕ тата вăхăтра ирттерессе шанатăп. Вăл уçă, тĕрĕс тата конкурентлă иртĕ. Граждансем хăйсем малтанхи сасăлава хутшăнакансене суйлани питĕ пĕлтерĕшлĕ. Шăпах вĕсем суйлавра «Единая Россия» партирен пулаççĕ».
(Хамăр инф.)