Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пулăшу парас тĕллевпе

Февралĕн 11-мĕшĕнче Элĕкри халăха социаллă пулăшу паракан центра Чăваш Республикинчи Салтак амăшĕсен комитечĕн председателĕ, Чăваш Республикин пуçлăхĕ çумĕнчи çын правин комиссийĕн членĕ, ЧР шалти ĕçсен министерстви çумĕнчи общество канашĕн членĕ Лариса Ивановна Егорова килнĕ. Вăл пĕччен пурăнакан ватăсем тата пĕчĕк тупăшлă граждансем валли çипуç та илсе килнĕ.

Салтак амăшĕсен комитечĕ 1995 çултанпа ĕçлет. Лариса Ивановна Егорова хăйĕн пулăшаканĕсемпе тата комитет членĕсемпе «вĕри точкăсенче» пĕр хутчен кăна пулман, салтаксемпе курнăçнă. Çавăн пекех вĕсене гуманитари пулăшăвĕ те панă.

Марина ИВАНОВА,

центр директорĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 февраля 2016
08:18
Поделиться