Хĕрарăмсем ячĕпе - концерт
Чăваш наци телерадиокомпанийĕ пирвайхи хут Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе «Юратнă хĕрарăмсене халалласа...» республикăн Тĕп концертне йĕркелет.
Асăннă проекта наци культурине тата чăваш эстрадине аталантарас тĕллевпе ирттереççĕ. Кун пек пысăк масштаблă концерт пирĕн республикăра хальччен пулман-ха. Эпир чăваш эстрадин чи лайăх дуэчĕсене пухса пĕр концерта пĕрлештертĕмĕр. Юратнă хĕрарăмсене халалласа чи илемлĕ юрăсем янăрĕç.
Мартăн 7-мĕшĕнче «Шупашкар-Арена» Пăр керменте иртекен савăнăçлă мероприяти хулари чи асамлă уяв пулĕ. Эпир сире 18 сехетре кĕтетпĕр. Пурне валли те парне пулĕ. Эсир те хăвăрăн юратнă çынсене парне тăвăр - «Юратнă хĕрарăмсене халалласа...» республикăн Тĕп концертне кайма билет парнелĕр.
Билетсене kkocert.ru сайтра, Шупашкарти «Дом торговли», «Детский мир» тата «Мегамолл» суту-илÿ çурчĕсен кассисенче туянма пулать. Ыйтса пĕлмелли телефон номерĕсем: 8(8352) 38-02-08 е 64-18-69.
Билет хакĕ: 300, 400, 500 тенкĕ.
Александр МАГАРИН,
Наци телерадиокомпанийĕн директорĕ.