«Хĕл ăсатăвне» йыхравлатпăр
Вырăнти йăла-йĕркене сыхласа хăварас тата район çыннисене спорт вăййисене явăçтарас тĕлĕшпе мартăн 6-мĕшĕнче Элĕк салинче «Хĕл ăсатăвĕн» уявĕ иртет. Уяв 11 сехетре Совет Союзĕн Геройĕ М.Е. Ефимов ячĕллĕ, Элĕкри культура керменĕ умĕнчи, лапамра тетрализациленĕ представленипе пуçланать. Çавăн пекех «Çăварни, савăн!» ятпа пултарулăх коллективĕсен конкурсĕ иртет. Ун чухне ял тăрăхĕсем хушшинче «Çуркунне çитрĕ те, Çăварни те пуçланчĕ» конкурс пулать. Уява килнисем ял тăрăхĕсен сĕтелĕсем патĕнче сиплĕ чей ĕçсе йăва, икерчĕ, пĕремĕк тутанса пăхма пултарĕç. Кунсăр пуçне ял тăрăхĕсен пĕр-пĕринчен уйрăлса тăракан шăнкăрч вĕллисем хатĕрлессипе те тупăшма тивĕ.
Ял хуçалăх предприятийĕсемпе уйрăм çынсене лашасем кÿлсе, илемлетсе уява хутшăнма чĕнетпĕр. Пуçаруллисем пĕр-пĕр техника прицепне Раççейри Кино, Чăваш Енри Ĕç çыннин çулталăкĕсене халалласа, вăрманти юмаха, çуркуннене, хĕллене тата ытти сăнарсене сăнарласа илемлетме пултараççĕ.
Спорта юратакансем хăйсене канат туртассипе, кире пуканне йăтассипе çыхăннă ăмăртусенче тĕрĕслеме пултараççĕ. Çавăн пекех шахмат турнирĕ тата ытти спорт ăмăртăвĕсем иртеççĕ.
Йĕркелÿ комитечĕ.