Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ытлашши хĕвел те сиенлĕ

Юлашки тапхăрта Раççейре çеç мар, Чăваш Республикинче те меланома чирĕпе аптракансен шучĕ палăрмаллах ÿснĕ. Меланома вăл - чи хăрушă шыçăсенчен пĕри шутланать. Асăннă чир хăвăртах ытти органсене куçса сиенлетме пултарнипе уйрăлса тăрать. Вăл меланоцитсенчен, çыннăн ÿт тĕсне палăртакан пигментсенчен, аталанса пуçланса каять. Асăннă чир ыйтăвĕсемпе районти тĕп больницăн врач-дерматовенерологĕпе Инна Юрьевна НИКОНОРОВĂПА калаçатпăр.

- Чи малтанах меланома чирне аталанма пулăшакан тĕп сăлтавсене палăртсамăр.

- Хĕвелĕн УФ-пайăркисем ÿте амантни. Юлашки вăхăтра хĕвел пайăркисемпе пиçсе кайни те меланома чирне пуçаракан тĕп фактор пулма пултарнине çирĕплетеççĕ. Ача чухне хĕвелпе пиçсе кайни те çулсем иртнĕçемĕн чир сăлтавĕ пулса тăма пултарнине асăрхаттараççĕ.

Тур паллисене сиенлетни те чир пуçламăшĕ пулма пултарать. Çавăн пекех меланома чирĕ пуçланасси çине этем хăш раса çынни пулни, хăш ушкăна кĕни те пысăк витĕм кÿнине палăртаççĕ тĕрлĕ сăнавсем. Уйрăмах çутă ÿтлĕ, çутă кăвак куçлă çынсем асăннă чирпе ытларах аптраççĕ-мĕн.

Ку чухне йăх та пысăк вырăн йышăнать. Енчен те çывăх тăвансенчен кам та пулсан меланома чирĕпе чирленĕ пулсан ку хăрушлăх темиçе хут ÿсет. Çавăнпа та кун йышши çынсен кварталта пĕрре дерматовенеролог патĕнче тĕрĕслевре пулмаллах. Кунсăр пуçне виçесĕр эрехпе иртĕхни асăннă чир патне илсе çитерме пултарать. Асăннă чир уйрăмах çамрăксем хушшинче анлă сарăлать.

- Меланома чирне мĕнле асăрхаса пĕлме пулать;

- Малтанхи тапхăртах усал шыçă пуçаракан меланомăна ахаль куçпа пăхса асăрхама май çук. Ку чухне вăл хăй çинчен нимĕнле те систермест, ыратнине те туймастăн. Чирĕн юлашки тапхăрĕнче вăл ытти органсене куçса сиенлетме пуçласан температура хăпарма, вăй-хал чакма тата çын начарланма пултарать. Кун пек чухне ÿт тĕсĕ улшăнать.

Ÿт çинче хăмăр е хура тĕслĕ пăнчă, е ÿтрен мăкăрăлса тăракан тур палли тухать. Кун пек япаласене уйрăмах çамрăксенне асăрхама пулать. Çийĕнчех тухтăр патне килмелле. Çавăн пекех унччен пулнă тур палли хăйĕн виçине, тĕсне улăштарсан, юнланма пуçласан, ун çинчех мăкăль тухсан та тимлĕхе ÿстермелле. Çавăнпа та тăтăшах кĕлеткене сăнаса, тĕрĕслесе тăмалла, кĕлетке çинче нумай тур паллиллĕ çынсен çур çулта пĕрре дерматовенеролог патне çитсе килме вăхăт тупмаллах.

- Асăннă чиртен сыхланас тесе мĕн пĕлмелле;

- Уйрăмах хĕвелтен хÿтĕленме тăрăшмалла. «А» тата «В» ультрафиолет пайăркасем ÿт-пÿшĕн сиенлĕ. Çавăнпа та вĕсенчен сыхланас тесен хĕвелтен хÿтĕлекен кремсемпе усă курмалла. Вĕсене ăмăрлă çанталăкра та кĕлеткен уçă вырăнĕсене, хăлхасене, мăйăн хыçалти пайне, тутана те сĕрмелле. Вăрăм çанăллă кĕпепе, шăлаварпа çÿрĕр. Тĕксĕм тĕслĕ çипуç çутă тĕслинчен ытларах хĕвелтен хÿтĕлет. Пуçа, сăмсана, хăлхасене хÿтĕлекен бейсболка е шĕлепке тăхăнăр. Çавăн пекех куçа ультрафиолет пайăркасенчен хÿтĕлекен куçлăх тăхăнмалла. Ультрафиолет пайăркасенчен сыхланма ятарлă хими хутăшĕпе усă курнă куçлăхсем çеç куçшăн усăллă. Çу кунĕсенче хĕвел çав тери хытă хĕртнĕ вăхăтра та тулта çÿреме сĕнместĕп. Солярисене çÿрени те сиенлĕ пулнине асра тытмалла. Соляри сеансĕ вăхăтĕнче ультрафиолет пайăркасем ÿте татах та шаларах кĕреççĕ, çапла майпа ÿт ракне пуçарас хăрушлăха ÿстереççĕ. Çÿлерех асăннă йĕркесене аслисемпе танах ачасене те пăхăнмалла.

Эльвира КУЗЬМИНА калаçнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
04 марта 2016
08:41
Поделиться
;