Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Юмахсен кĕнеки пичетленнĕ

2015 çул Раççей Президенчĕ Владимир Путин Указĕпе Раççей Федерацийĕнче Литература çулталăкĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьев Указĕпе Чăваш Енре К.В. Иванов çулталăкĕ пулчĕ.

Литература - пирĕн культурăн чи кирлĕ пайĕ, вăл йăла-йĕркене, Тăван çĕршыва юратнине сыхласа хăварма май парать. Литература çулталăкĕнче Чăваш Республикинчи ачасен прависене хÿтĕ- лекен Уполномоченнăй «Аннен, асаннен юмахĕсем» конкурс ирттерчĕ. Эпир пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, юмах пире мĕн ачаран воспитани памалли мел шутланать. Ачасемпе танах аслисем те хаваспах юмахсем итлеме юратаççĕ, вĕсене пула çывăх çыннисемпе, юлташĕсемпе татах та ырă кăмăллăрах пулма вĕренеççĕ.

Конкурс ачасем, ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕсемпе асламăшĕсем хушшинче иртнĕ. Унта хутшăнакансем хăйсен çемйисем, ачисем, мăнукĕсем, тăван тавралăх, юратнă чĕр чун çинчен ырă юмахсем шутласа кăларнă, ĕçĕсене капăрлатнă.

Нумаях пулмасть 1500 тиражпа икĕ томлă «Аннен, асаннен тата манăн юмахсем» кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Унта хастар арçын ачасемпе хĕрачасен, ашшĕ-амăшĕпе аслашшĕ-асламăшĕн пĕрлехи ĕçĕсем кĕнĕ.

Илемлĕ юмах авторĕсене чунтан тав тăватпăр. Кашни автора пĕрер кĕнеке парнелетпĕр.

В.Рафинов,

Чăваш Республикинчи ачасен

прависене хÿтĕлекен Уполномоченнăй.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
04 марта 2016
08:43
Поделиться
;