Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вĕренÿ пособийĕ пичетленнĕ

Эпир кашниех, туллин мар пулин те, кăштах хамăрăн йăх-несĕлпе, тăван тавралăхпа интересленетпĕр. Йăх-несĕлĕн çыхăнăвне пĕлни вара ăрусене, ĕмĕрсене пĕрлештерсе тăрать, çынна малашлăхра çĕннине, ыррине шанма май парать. Çакна тĕпе хурса пирĕн ентеш, истори наукисен докторĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн профессорĕ Лев Архипович Ефимов 2016 çул пуçламăшĕнче «Генеалоги никĕсĕ» («Основы генеалогии») вĕренÿ пособине пичетлесе кăларнă. Унта генеалоги несĕле вĕрентекен тата хатĕрлеме пулăшакан, хăш-пĕр йăх, çемье мĕнле пуçланса кайнине, вĕсем хушшинчи тăванла çыхăнăва палăртакан истори дисциплини пулнине ăнлантарнă. Асăннă кĕнекере Раççейри генеалоги историйĕн ыйтăвĕсене хускатнă, унăн тĕпчев методикипе паллаштарнă, унпа çыхăннă информаци упранакан архивсене палăртнă. Кунта генеалоги докуменчĕсен тĕслĕхĕсене курма пулать. Кĕнеке çумĕнче хушса çырни те пур. Унта ку темăпа çыхăннă терминсемпе, ăнлавсемпе паллашма пулать. Генеалогин историйĕпе теорине, практикине палăртакан литература списокне те кĕртнĕ.

Вĕренÿ пособийĕнче пичетленнĕ материалсем студентсене, генеалоги ыйтăвĕпе интересленекен шкул ачисене тата çынсене тивĕçлĕ информаци илме тата хăйсен йăх-несĕлне тĕпчеме пулăшать. Çавăн пекех краеведсемшĕн те кăсăклă.

Э.ЭЛИНА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 марта 2016
11:37
Поделиться
;