Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Вула, Элĕк Ен!» фестивале йыхравлатпăр

Элĕкри тĕп вулавăшра «Литературăллă Чăваш Ен: чи лайăх вуланакан кĕнеке» акци-конкурспа килĕшÿллĕн наци кĕнекин «Вула, Элĕк Ен!» фестивалĕ иртет. Ăна халăха чăваш çыравçисен хайлавĕсемпе паллаштарас, кĕнеке вулама явăçтарас тата авторсен ĕçне хак парас тĕллевпе йĕркелетпĕр. Çак фестивальте чăн-чăн кĕнеке тусĕсене палăртма май пур, проза тата поэзи жанрĕпе çырнă чи лайăх произведени ячĕсене пĕлĕпĕр.

Кăçал акцие 2014-2015 çулсенче пичетленсе тухнă кĕнекесем хутшăнаççĕ. Вĕсен шучĕ пĕчĕк мар - 300 ытла кĕнеке. Вĕсемпе «Литературăллă Чăваш Ен: çулталăк кĕнеки» куравра паллашма пулать. Куравра çакăн йышши литература конкурсĕсене пĕрре кăна мар хутшăннă писательсен кĕнекисем те пур, тĕслĕхрен: Ангелина Павловскаян «Вĕрене шывĕ те пылак», «Саланнă кĕлте», Улька Эльменĕн «Упраймарăм сана», Сергей Павловăн «Сулăнчăк», Лаврентий Таллеровăн «Ыр-хаяр», Юхма Мишшин «Чăн тÿпери ик çăлтăр», Галина Матвеевăн «Его звали Чуваш» тата ыттисем. Хамăр ентешĕмĕрсен Александр Галкинăн «Аптраман Раман», Никита Ларионовăн «Олимп каçалăхĕ», Любовь Шашкинăн «Эс пуртан телейлĕ эпĕ», Станислав Куликовăн «Сборник стихов Куликова Станислава Николаевича» кĕнекисем акци-конкурса хутшăнма тивĕçнĕ. Библиотекăра кунсерен çак курав çăлкуçĕсенчи кĕнекесен тишкерĕвне ирттеретпĕр. Вулакансем хăйсене килĕшнĕ кĕнеке çинчен кĕскен çырса хăвараççĕ, çĕнтерÿçĕсене палăртма пулăшаççĕ.

Март тата апрель уйăхĕсенче Элĕкри тĕп вулавăшра çыравçăсемпе тĕл пулусем, вулакансен конференцийĕсем, литература каçĕсем, кĕнекесен презентацийĕсем иртĕç.

Зоя УДЯКОВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 марта 2016
11:36
Поделиться
;