Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Техника штурвалне алăран яман

Шураç ялĕнчи Алексей Федоров йышлă çемьере çитĕннĕ. Унăн виçĕ аппăшĕ, пĕр пиччĕшĕ тата йăмăкĕ пулнă. Ашшĕ вăрçа хутшăннă, пĕр çапăçура ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.

Алексей 4 çул Шураçри пуçламăш шкулта вĕренет, унтан - Мăн Вылăра. «Комбайн» колхозăн иккĕмĕш бригадинче лаша кÿлсе тырă, утă, кĕлте, тислĕк турттарнă. Ÿсерехпе яш Тури Выла, Яхай, Курбаткăпа Кăмаша çывăхĕсенчи вăрмансенче ĕçлет, вутă хатĕрлет. 1952 çулхи декабрь уйăхĕнчен пуçласа Элĕкри МТС çумĕнче 4 уйăхлăх курсра прицепщика вĕренет. Кайран пĕлĕвне Етĕрнере ÿстернĕ яш ыттисемпе пĕрле Çĕпĕре çерем çĕрсене уçма каять. Алексей Çурçĕр Казахстанри Преснятски районĕнчи Буяновски МТС-ра икĕ çул прицепщикра, комбайнерта, трактористра тимлет. Ят тухсан салтака каять каччă. Вăл виçĕ çул - ефрейтор. Кайран ăна «Россия» колхозра механизациленĕ арманта ĕçлеме хушаççĕ. Мелник тивĕçне пурнăçланипе пĕрлех тракторпа та ĕçлет. Вăл 1962 çулта ял хĕрĕпе Раиса Фадеевăпа пĕрлешнĕ. Арçын авлансан та техникăран уйрăлман, «хурçă утсене» тухăçлă ĕçлеттернĕ.

1966-1968 çулсенче Алексей Федоров Тавăт ял Канашĕн председателĕ. Кил-çурта çĕнетес тĕллевпе 2 хутчен Мари Республикинче вăрман хуçалăхĕнче ĕçлет. Унтан таврăнсан та хуçалăхшăн кирлĕ çынах пулнă вăл. Мăшăрĕ Раиса та ĕçчен. Федоровсем виçĕ ывăлпа пĕр хĕре пурнăç парнеленĕ. Анчах вĕсен аслă ывăлĕ пĕлтĕр йывăр чире пула пурнăçран уйрăлчĕ. Алексейăн сывлăхĕ хавшарĕ ĕнтĕ, çапах алă усса лармасть, килти хуçалăхра кирлине, усăллине пурнăçлама тăрăшать. Ахальтен мар ĕнтĕ пархатарлă ĕçпе çĕнсе илнĕ медальсем, Тав хучĕсем чылай унăн.

Владимир ЕГОРОВ, Шураç ялĕнчи ĕç ветеранĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 марта 2016
09:53
Поделиться
;