Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ака-сухана лайăх хатĕрленесси - тĕп тĕллев

Сар хĕвел хăйĕн пайăркисене йĕри-таврана ытларах та ытларах сарать. Çанталăк ăшăтсах пырать. Пĕтĕм çут çанталăк чĕрĕлни палăрать. Çурхи уй-хир ĕçĕсене пурнăçламалли вăхăт та çывхарать. Çав хĕрÿ тапхăра тĕплĕн хатĕрленесси - хальхи тĕп тĕллев. Ку енĕпе ĕçсем епле пыраççĕ-ха.

Çавăн çинчен каласа пама ыйтрăмăр та район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникне А.И. Прохорова.

- Анатолий Иванович, чи малтанах кăçалхи акăнакан лаптăк çинче чарăнса тăрăр-ха.

- Ял хуçалăх культурисен уйĕсене пысăклатма тĕллев лартрăмăр. Малтанлăха палăртнă тăрăх акăнакан лаптăк 22974 гектар йышăнмалла, пĕлтĕрхипе танлаштарсан - 2174 гектар ытларах. Акăнакан лаптăксен структуринче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 49,4 процент, çĕр улми - 4,9, пахча çимĕçсем - 0,96, выльăх апачлĕх культурăсем 44,3 процент пулĕç.

Ял хуçалăх предприятийĕсем тата хресчен-фермер хуçалăхĕсем çурхи тĕш тырăсене 7767 гектар (2015 çулта - 7937 гектар) акма палăртнă, çав шутран çурхи тулă - 3900, урпа - 3500, сĕлĕ - 360, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 100 гектар акса хăварĕç.

Кĕр тыррисенчен пысăк тухăç илме май пуррине тĕпе хурса, ку культурăсен уйĕсене чылай пысăклатрăмăр. Иртнĕ çул кĕрхи тулăпа ыраша 2009 гектар çинче туса илнĕ пулсан, кăçал - 3500 гектар йышăнаççĕ. Çапла вара тĕш тырăсене, пĕтĕмĕшле илсен, 11267 гектар (115 процент) çинче ÿстерĕпĕр.

Çĕр улми çине те пысăк тимлĕх. Мĕнпур категориллĕ хуçалăхсенче «иккĕмĕш çăкăра» 1136 гектар, пахча çимĕçсене 220 гектар çинче туса илме шутлатпăр.

- Палăртнă лаптăксене акса-лартса хăварма вăрлăх çителĕклĕ-и?

- Ку енĕпе асăнма та кăмăллă. Вăрлăх кирлĕ таранах янтăланă, пĕтĕмпе 19230 центнер шутланать. Юлашки вăхăтра хуçалăхсем акмалли тырă пахалăхне лайăхлатассипе çине тăрсах ĕçлерĕç. «Авангард», Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсенче вăрлăхлăх культурăсене алассипе ятарлă звеносем ĕçлерĕç. Вăрлăх тасатассипе ырă улшăну турăмăр тесе калас килет. Паянхи куна илсен, кондициллĕ вăрлăх - 17311 центнер (90 процент). Сортсене çĕнетессипе, улăштарса илессипе те ĕçсем япăх мар пыраççĕ. Чылай хуçалăхсем пысăк репродукциллĕ элита вăрлăх сутăн илчĕç. Сăмахран, А. Григорьев хресчен-фермер «Симбирцид» çурхи тулă вăрлăхне 600 центнер, А. Петров - «Московская-35» çурхи тулă 150 центнер, С. Волков хресчен-фермер хуçалăхĕ 100 центнер «Московская-35» çурхи тулă, 50 центнер «Памяти Родиной» урпа туянчĕç. Р. Митрофанов хресчен-фермер, Ульянов ячĕллĕ хуçалăх та элита вăрлăхсем турттарса килчĕç. Паянхи куна илсен, районти ял хуçалăх таварĕсене туса илекенсем республикăри вăрлăх енĕпе ĕçлекен хуçалăхсенчен 123 тонна элита тырă туяннă. Пĕтĕмĕшле илсен, элита вăрлăхсен тÿпи - 6,2 процент. С. Волков хресчен-фермер хуçалăхĕ, «Чăваш Ен ял хуçалăх продукчĕсем» общество элита «Молли» (иртерех пулаканни), «Айл оф джура» çĕр улми сорчĕсене те илчĕç.

- Анатолий Иванович, пулăх тăварĕсем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем туянассипе те ĕçсем хĕрсех пыни паллă ĕнтĕ.

- Çапла, унсăр епле пултăр-ха; Иртнĕ çул минераллă удобренисемпе 716 тонна усă курнăччĕ. Кăçалхи кăтарту пĕчĕкрех-ха. Паянхи куна илсен - 453 тонна янтăланă. Çапах та ку енĕпе «Новый путь», Ульянов ячĕллĕ, «Алмаз» хуçалăхсем, хăш-пĕр хресчен-фермер хуçалăхĕсем ăнăçлă ĕçлеççĕ. Асăннă хуçалăхсем пулăх тăварĕсене хăйсене кирлĕ таранах кÿрсе килнĕ.

Иртнĕ çул кĕрхи çĕртме сухи тăвассипе япăх мар ĕçленĕ, пĕтĕмпе - 6400 гектар сухаласа хăварнă. Çавăн усси пысăкки паллă ĕнтĕ. Хуратса хăварнă уйсенче çумкурăк ашкăрмасть, чир-чĕр, сăтăрçăсем вăй илеймеççĕ, тухăç пысăкрах пулать. Кун пек чухне çуркунне те çăмăлтарах, ĕç калăпăшĕ чакать, хими хутăшĕсемпе сахалтарах усă курма май пур. Дизель топливи пурĕ 190 тонна кирли паллă, хальлĕхе - 75 тонна кăна янтăланă-ха.

- Çур аки ирттерме патшалăх енчен пулăшу пулĕ-ши?

- Ял хуçалăхне патшалăх пулăшăвĕсĕр аталанма йывăр. Кăçал çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттерме - техника тата запас пайсем, çунтармалли-сĕрмелли материал, удобрени, вăрлăх, ÿсентăрансене хÿтĕлемелли хатĕрсем туянма укçа-тенкĕ 40 миллион тенкĕ таранах кирлĕ. Çав шутран 15,5 миллион тенкĕлĕх кредит илме пăхнă. С. Волков хресчен-фермер, «Алмаз», «Авангард» хуçалăхсем, Г. Исаев хресчен-фермер патшалăх пулăшăвĕпе те усă курма тĕллев лартрĕç.

Елена ТИМОФЕЕВА калаçнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 марта 2016
11:16
Поделиться
;