Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Халăх итлевĕ иртнĕ

Мартăн 22-мĕшĕнче район администрацийĕн акт залĕнче халăх итлевĕ иртнĕ. Унта районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, район администрацийĕн ĕçченĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, организацисемпе предприятисен ертÿçисем хутшăннă.

Халăх итлевĕнче районти депутатсен Пухăвĕн «2015 çулхи Чăваш Республикинчи Элĕк район бюджечĕ пурнăçланни çинчен» йышăну проектне пăхса тухнă. Унпа район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Надежда Павлова паллаштарнă.

Элĕк район бюджечĕ 2015 çулта 376054,4 пин тенкĕпе танлашнă, тăкак виçи - 376093,4 пин тенкĕ, район бюджечĕн тăкак виçи тупăшран 39 пин тенкĕ нумайрах.

Доклада сÿтсе явнă май итлеве хутшăнакансем районти депутатсен Пухăвне мартăн 29-мĕшĕнче «Чăваш Республикинчи Элĕк районĕн бюджечĕ 2015 çулхи пурнăçланни çинчен» проекта йышăнма сĕнни çинчен резолюци кăларчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 марта 2016
10:30
Поделиться