Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кружок тавракурăма ÿстерет

Ялти библиотекăна кĕнеке илме кăна мар, чуна кантарма та каяççĕ çынсем. Канăва усăллă ирттерме вара библиотекарьсем, культура ĕçченĕсем, тĕрлĕ кружока çÿрекенсем пулăшаççĕ. Библиотекăра чуна уçса калаçнисĕр пуçне пурнăçра кирлĕ нумай япалана вĕренме тата пĕр-пĕрин опычĕпе паллашама пулать-çке. Ехремкассинчи «Пчелка» кружока çÿрекенсем тăтăшах пĕр-пĕринпе тĕлпулусем ирттереççĕ, тĕрлĕ пусмаран хитре япаласем çĕлеççĕ, çыхаççĕ, вĕтĕ шăрçапа тĕрлеççĕ, оригами ăсталăхне алла илеççĕ.

Нумаях пулмасть ачасем оригами вăрттăнлăхне те вĕренчĕç. Вĕсене педагогика ĕçĕн ветеранĕ Елена Тимофеевна Ильина «шурă акăш» тума вĕрентрĕ. Вăл акăш пурнăç кайăкĕ пулнине, халапсенче тата юмахсенче пархатарлă кайăк ырă тунине каласа кăтартрĕ. Елена Тимофеевна хутран тунă шурă акăша библиотекăна парнелерĕ.

Алина АНДРЕЕВА, библиотекарь.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 марта 2016
10:33
Поделиться
;