Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Съезд та, конференци те иртрĕ

Чăваш халăх академикĕсемпе краевечĕсем мартăн 26-мĕшĕнче Шупашкарта пухăнчĕç. Тăван тавралăх тĕпчевçисен пĕр пайĕ Наци библиотекинче краеведсен 12-мĕш съезд ĕçне хутшăнчĕ, тепĕр пайĕ вара наукăпа тĕпчев институтĕнче «Пĕрремĕш тĕнче вăрçи: 100 çул» темăпа иртнĕ наукăпа практика конференцийĕнче пулчĕ. Асăннă мероприятисене ЧР краеведсен Союзĕн ĕç тăвакан комитечĕн председателĕ Галина Соловьева тата ЧР культурăпа искусствăн халăх академийĕн президенчĕ Е. Ерагин йĕркелесе ертсе пычĕç. Палăртнă ыйтусем тавра тухса калаçакансем те йышлăн пулчĕç, усăллă сĕнÿсем пачĕç. Халăх культурине тата тĕпчев ĕçĕсене малалла аталантарса пырас енĕпе тăрăшса ĕçленĕшĕн Элĕк район хаçачĕн штатра тăман корреспондентне Геннадий Александрович Савельева «Чăваш этнокультурин тава тивĕçлĕ деятелĕ» хисеплĕ ятпа диплом, Владимир Степанович Егорова - «Чăваш Енĕн хисеплĕ краевечĕ» тата «Чăваш халăх ăслăлăхпа искусствисен академийĕн тĕп членĕ» удостоверенисем парса чысларĕç.

Лев МЕДВЕДЕВ, журналист.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 апреля 2016
13:23
Поделиться
;