Ял лавкки - халăхшăн
Ехремкасси ялĕнчи лавккана кĕрсе тухма кăмăллă, яланах тирпейлĕ, таварсене сентресем çинче килĕшÿллĕн вырнаçтарнă. Кунта ял çыннисене кирлĕ тавар пĕтĕмпех пур темелле.
Валентина Матвеева заведующи, Майя Андреева, Надежда Петрова, Светлана Шлябина сутуçăсем тавар туянма пыракансене яланах ырă кăмăлпа кĕтсе илеççĕ, килĕшнĕ тавара суйласа илме пулăшаççĕ. Сăмах май, Ехремкасси лавккинче хăйсен ĕçне чунтан юратакан çынсем тăрăшаççĕ. Надежда Петровăпа Светлана Шлябина чылай çул ĕçлеççĕ кунта. Майя Андреева пĕр çул çеç вăй хурать пулин та тăрăшулăхĕпе палăрать. Валентина Матвеева 2008 çултанпа ертÿçĕ тивĕçне пурнăçласа пырать. Ĕçне кура хисепĕ теççĕ. Туслă коллектив çулсеренех суту-илÿри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Хисеп тата Тав хучĕсене тивĕçет.
Ехремкассинчи лавкка ĕç кăтартăвĕсемпе лайăххисен шутĕнче. Çавăн пек пулмасăр. Халăхран сĕт пуçтарассине те малти вырăна хураççĕ сутуçăсем. Ехремкасси, Куракăш, Качалав ялĕсене вăхăтра çитес тесе ирхи пилĕк сехетрех çула тухаççĕ. Николай Павлов водитель те ĕçе вăхăтра çитет. Ехремкасси тăрăхĕнче Венера Михайлова куллен 40-50 литр, сутуçăра тăрăшакан Надежда Петрова 20-30 литр сĕт парать.
Лавккара тавар ассортименчĕ пуяннипе унта вăй хуракансемшĕн чăрмав çук. Апат-çимĕç продукчĕсене кунсерен илсе килеççĕ. Çăкăр-батон вăхăтра илсе килни те ял çыннисемшĕн лайăх. Халăх ял лавккине тăтăшах çÿренĕрен кăтартăвĕсем те савăнтараççĕ, плана тултарса пыни вара малалла ĕçлеме хавхалантарать. Çакă сутуçăсем яваплăха туйса ĕçленинчен те нумай килет-çке.
Хамăр патра туса кăларнă продукци пурри темрен те паха. Ăна валли уйрăм сентре хатĕрленĕ. Унта çăкăр-батон, печени-пĕремĕк, варени, помидор-хăяр тата вун-вун продукци пур. «Халăх лавккана йышлă çÿрени савăнтарать. Çанталăк ăшăтса пынă май çурт-хуралтă лартма, юсама пуçлать ял çынни. Çавăнпа та халăх строительство материалĕ ытларах туянма тытăнать. Юлашки çулсенче халăха меллĕрех, çăмăлрах пултăр тесе ĕçе çĕнĕлле йĕркелени те хавхалантарать: калăпăшлă стройматериала килех çитерсе параççĕ», - каласа парать Валентина Матвеева заведующи. Суту-илÿ тытăмĕнчи тепĕр паха ĕçе те палăртмасăр май çук. Çу кунĕсем çитсен Ехремкасси ял тăрăхĕнче пурăнакансем чăх-чĕп туянма заявкăсем тăратаççĕ. Сиплĕ курăк пухакансемпе те ĕçлеççĕ. Эмел курăкне ку тăрăхра Борислав Горшков пуринчен нумай парать иккен.
Туслă та ĕçчен коллективра ĕç ăнсах пырать. Ял лавкки - халăхшăн. Темиçе çул каялла пĕтĕмĕшле çĕнелсе улшăннă лавккара сутуçăсене ĕçлеме кăмăллă.
Вера МОРОЗОВА.