Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Юрату пулсассăн чĕрере

Кăçал Раççейре Кино çулталăкне тата Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкне тĕпе хурса, çавăн пекех Театр кунне халалласа мартăн 29-мĕшĕнче Элĕкри культура çурчĕ çумĕнчи халăх театрĕ Геннадий Терентьевăн пьеси тăрăх лартнă «Юрату пулсассăн чĕрере» икĕ пайлă юрăллă-ташăллă комедипе сцена çине тухрĕ. Режиссерĕсем - Инна Афанасьева тата Сергей Иванов, сасă режиссерĕ - Алексей Якимов. Спектакльте тĕрлĕ тытăмра тăрăшакансем вылярĕç. Сакăр çынран тăракан ушкăн сăнарсене ăста калăпларĕ, залра ларакансем тăвăллăн алă çупни артистсене пушшех те хавхалантарчĕ. Элĕкри халăх театрĕ чăннипех те халăхшăн тăрăшать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 апреля 2016
13:24
Поделиться
;