Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шыв-шур инкек ан кÿтĕр

Календарьпе çуркунне çитрĕ пулин те вăл васкамасăр, асăрхануллă утăмсем çеç тăвать тейĕн. Çанталăк тин çеç ăшă енне сулăнчĕ. Хĕвел хытăрах пăхнипе юр хăвăртах ирĕлме пуçлани те куç умĕнчех. Çавна пула çырма-çатрана шыв нумай анать.

2016 çулхи ейÿ тапхăрне хăрушлăхсемсĕр ирттерсе ярас тата Элĕк енри гидротехника сооруженийĕсене сыхласа хăварас тĕлĕшпе район администрацийĕ çумĕнче ятарлă комисси йĕркеленчĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Лидия Никитина ертсе пырать. Асăннă комисси йышĕнче ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем тата тĕрлĕ организаци ертÿçисем те пур.

Вырăнсенчи автомобиль çулĕсене, кĕперсене, плотинасене пăхса тăрассипе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем яваплă. Тÿрех палăртмалла, çурхи ейÿ вăхăтĕнче вăйлă шыв аннипе Элĕк район территорийĕнчи ялсем шывпа сиенленес хăрушлăх çук.

Апла пулин те гидротехника сооруженийĕсем мĕнле лару-тăрура пулнине палăртас тĕллевпе çÿлерех асăннă комисси тĕрĕслев ирттерчĕ. Район территорийĕнче 58 гидротехника сооруженийĕ шутланать, вĕсене пурне те вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем çумне çирĕплетнĕ. Иртнĕ кунсенче вара Шĕмшеш ял тăрăхĕнчи Мăн Этмен патĕнчи, Йăлкăш тăрăхĕнчи Тимĕрçкасси плотинисене тĕрĕслерĕмĕр. Çавăн пекех Питĕшкасси тăрăхĕнчи Анаткас Çулавăç çывăхĕнчи тата Чăваш Сурăм плотинисем патне çитсе куртăмăр.

Тепĕр саманта та палăртса хăвармалла. Çурхи ейÿ тапхăрĕнче аслисем те, ачасем те пĕвесенчен пăр кайнине курма васкаççĕ. Çула çитмен çамрăк вара тантăшĕ-сем умĕнче мухтанас, хăй нимрен те шикленменнине ĕнентерес шутпа инкек çинчен мансах пăр çине кĕме пултарать. Инкексенчен асăрхаттарас тĕлĕшпе районти шкулсенче ăнлантару ĕçĕсем иртнĕ. Апла пулин те ашшĕ-амăшĕн те ку енĕпе тимлĕхе ÿстермелле. Ятарлă йĕркесене пăхăнмаллине ачасене асăрхаттармалла. Пĕве çывăхĕнче палламан ачасем вылянине курсан та тимсĕр пулса, куçа хупса иртмелле мар. Инкек çинчен кĕсье телефонĕпе «01» тата «112» номерсемпе шăнкăравласа пĕлтермелле.

В. ОСИПОВ,

район администрацийĕн ятарлă программăсен

секторĕн заведующийĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 апреля 2016
16:36
Поделиться
;